Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

УЯВА СПОРТПА ÇЫХĂНТАРЧĔÇ

Ярмушкари культура çуртĕнче ĕçлекенсем клубри мероприятисене интереслĕ те, халăха кăмăла каймалла ирттерме тăрăшаççĕ.

Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Юратакансен кунĕнче, хĕрарăмсем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе ăмăрту иртрĕ. «Шурăмпуç» халăх фольклор ушкăнне çÿрекенсем юрлама-ташлама кăна мар, спортра та маттур. Виçĕ çухрăма вĕсем хаваспах чупса тухрĕç. «Мала тухассишĕн мар, хамăра интереслĕ», - тесе кулаççĕ хăйсем. Хĕрарăмсенчен пĕрремĕш вырăна Рена Молостова, иккĕмĕшне Ярмушкари пĕтĕмĕшле практика врач офисĕн врачĕ Ираида Отрыванова, виççĕмĕш вырăна Людмила Сорокина тухрĕç. Шкул ачисем те аякка юлмарĕç. Виçĕ ушкăна пайланчĕç вĕсем. Чи кĕçĕннисем хушшинче Ильзита Алексеева, Катя Лаврова, вăтам ушкăнра Таня Калошева, Кристина Михайлова, Настя Васильева, аслă ушкăнра Ирина Молостова, Ирина Сорокина мала тухрĕç.

Çĕнтерÿçĕсене пурне те пылак призсем парса хавхалантартăмăр.

Вырăнти ял администраци пуçлăхĕ Г.Сорокин пухăннисене, ăмăртăва хутшăнакансене уяв ячĕпе саламларĕ, ачасене парнесем парса савăнтарчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 февраля 2009
00:00
Поделиться
;