Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Юрату сÿнмест чĕрере

Малтикас Ялтăрари культура çуртĕнче мăшăрсем хушшинче «Юрату сÿнмест чĕрере» уяв каçĕ иртрĕ. Тĕрлĕрен ыйтусем, шÿтлĕ самантсем, конкурссем, спорт вăййисем те пулчĕç. Баскетбол сеткине мечĕк ывăтса кĕртессипе те, ташлассипе те, ытти ĕçсене пурнăçлассипе те этемлĕхĕн черчен çурри малти ретре пулчĕ.

Уява ертсе пыракан художество пултарулăх ертÿçи В.Д.Прокопьева куракансене те ахаль ларма памарĕ. Вĕсемпе те конкурссем ирттерчĕ.

Килти ĕçсене питĕ тимлĕ пурнăçланă мăшăрсем. Валентинăпа Станислав Николаевсем чĕре евĕр пысăк кукăль пĕçерсе килнĕ. Анжеликăпа Степан Смильковсем те, Дашăпа Яша Петровсем те тутлă çимĕçпе сăйларĕç.

Уяв каçĕ питĕ хаваслă та интереслĕ иртрĕ. Жюри Дашăпа Яша Петровсене «Чи пултаруллă çемье» номинацире чысларĕ. Анжеликăпа Степан Смильковсем - «Чи хавслă çемье», Валентинăпа Станислав Николаевсем «Хастар çемье» ятсене тивĕçрĕç.

Тата çакна та асăнса хăварас  килет. Николаевсен икĕ ывăлĕ - Володьăпа Олег, Смильковсем ывăлĕпе хĕрĕ - Никитăпа Кристина та - культура çуртĕнче ачасем валли ирттерекен кашни мероприятие активлă хутшăнаççĕ. Никитăпа Кристинăн асламăшĕ - А.Н.Смилькова та вĕсене кашнине çитсе курма, культура ĕçченĕсене мĕнпе те пулин пулăшма тăрăшать. Вăл мĕн çамрăклах фермăра вăй хунă. Унтанах тивĕçлĕ канăва тухнă, 5 ача амăшĕ. Эпир унăн сĕнĕвĕсемпе, пулăшăвĕпе питĕ кăмăллă. Çавăн пек маттур та активлă çынсем ялта татах чылай пулсан епле аван пулмалла та!..

 



"Çĕнтерÿ çуле"
21 февраля 2009
00:00
Поделиться
;