Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ÇĔНĔ ЯТСЕМ ШЫРАТПĂР

Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотеки тата «Чăваш ен» фонд чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине халалласа çамрăк çыравçăсем хушшинче «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурс ирттереççĕ. Унта чăвашла е вырăсла çыракан 14 çултан пуçласа 24 çула çитмен çамрăксем «Проза», «Поэзи» тата «Драматурги» номинацисенче тупăшма пултараççĕ.

Хайлавсене компьютерпа Times New Roman 12 шрифтпа пичетлемелле. Хатĕрленĕ материалсен электронлă вариантне тăратмалла. (дискетаĔ CD-дискĕ)

Ĕçĕн хуплашкине çапларах йĕркелемелле:

Ĕç ячĕ:

              «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» («Открываем новые имена»)

              Çамрăк çыравçăсен литература конкурсĕ (Конкурс литературного творчества молодых)*

              - Конкурс номинацийĕ: «Проза», «Поэзи», «Драматурги»*

              - Ĕç ячĕ*

              - Хушамат, ят, аçăр ячĕ*

Иккĕмĕш страницăра çакăн пек информаци вырнаçтармалла:

              - Почта индексĕ, тулли адрес, телефон*

              - Ăçта вĕренни, ĕç вырăнĕ, ĕçри телефон.

              - Автобиографи тата сăн ÿкерчĕк.

Конкурса 2009 çулхи мартăн 31-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: 428027, Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 8А. Чăваш Республикинчи ачасемпе çамрăксен библиотеки, наци уйрăмĕ. Тĕплĕнрех çак телефонпа шăнкăравласа пĕлме пулать: (8352) 52-37-22.

Конкурса апрелĕн 25-мĕшĕнче - Чăваш чĕлхи кунĕнче - пĕтĕмлетме палăртнă. Чи лайăх хайлавсем хаçат-журналта тата «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» кĕнекере кун çути курĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 февраля 2009
00:00
Поделиться