Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Финанс кризисĕ улшăнусем кĕртме ыйтать

Ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕ Раççейри чи шухăшлаттаракан, чи калаçтаракан ыйту пулса тăчĕ. Çакна юлашки тапхăрта ирттернĕ социологи ыйтăмĕсем те çирĕплетеççĕ. Патшалăх финанс кризисĕн сиенлĕхне чакарас тĕллевпе саккунсене те çĕнĕлĕхсем кĕртме тăрăшать. Тĕслĕхрен, «Раççей Федерацийĕнчи халăха  ĕçпе тивĕçтересси çинчен» саккуна та хушăмсем кĕртнĕ. Çак ĕçри çĕнĕлĕхсемпе Чăваш енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăн тĕрĕслевпе право пайĕн тĕп специалисчĕ И.А.НИКОЛАЕВА паллаштарать:

- Федерацин 2008 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче йышăннă Раççей Федерацийĕн «Раççей Федерацийĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтересси çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» 287-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи кăрлачран пуçласа хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен кайнă çынсене паракан пособисен виçине улăштарнă.

- Пособи виçи çынна ĕçрен кăларнă сăлтавпа çыхăннă-и;

- 2009 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа пособи виçи граждансем ĕçрен кайнипе çыхăнман.

Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн ĕçсĕр юличченхи 12 уйăхра 26 эрнерен кая мар ĕçлесе укçа илнĕ пулсан пособи виçине юлашки виçине юлашки  виçĕ уйăхри юлашки ĕç вырăнĕнчи  вăтам ĕç укçине шута илсе процентпа çирĕплетеççĕ:

малтанхи 3 уйăхра - 75 процент*

тепĕр 4 уйăхра - 60 процент*

ытти уйăхра - вăтам ĕç укçин 45 проценчĕ, анчах та укçа виçи ĕçсĕр юлнисен пособийĕн чи пысăк виçинчен пысăкрах е асăннă пособин чи пĕчĕк виçинчен сахалрах пулмалла мар.

Раççей Федерацийĕн Правительстви 2009 çула çакăн пек виçесем çирĕплетнĕ: пособин чи пысăк виçи - 4900, чи пĕчĕк виçи 850 тенкĕпе танлашать (2008 çулхи раштавăн 8-мĕшĕнчи 915-мĕш номерлĕ Йышăну).

- Пуçласа ĕç шыракансен е чылай вăхăт ĕçсĕр пурăннисен пособийĕ еплерех;

- Палăртнă йĕркепе ĕçсĕр тесе йышăннă граждансене, çав шутра пуçласа ĕç шыракансене (малтан ĕçлеменнисене)* нумай вăхăтлăх тăхтав хыççăн (çулталăк ытла) тепĕр хут ĕçлес текенсене* ĕçрен дисциплинине пăснăшăн е ытти майпа айăпа кĕнĕшĕн кăларса янисене* организацирен ĕçсĕрлĕх пуçланиччен 12 уйăх тăршшĕнче кайнисене тата çак тапхăрта тÿлевлĕ ĕçре календарлă 26 эрнерен кая мар пулнисене чи пĕчĕк виçеллĕ пособи параççĕ.

- Ĕç паракансем пирки саккун мĕн калать;

- Вĕсем çинчен те манман депутатсем. Пĕлтĕрхи раштавăн 25-мĕшĕнче йышăннă «Раççей Федерацийĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтересси çинчен» саккуна улшăнусем кĕртесси çинчен» федерацин 287-Ф3 саккунĕсенче (вăл 2009 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ) ĕç паракансем çинчен те  каланă. Халĕ, тулли мар ĕç кунĕн (сменăн) е тулли мар ĕç эрнин йĕркине вăя кĕртсен, çавăн пекех производствăна чарса лартсан, çакăн пирки йышăну кăларнă хыççăн виçĕ ĕç кунĕ хушшинче ĕç паракансен халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсене çырупа тухса пĕлтермелле.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 февраля 2009
00:00
Поделиться