Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хаçат вуламан çын чунĕпе чухăн

Çак шухăш, тĕрĕссипе, мана тахçантанпах канăçсăрлантарать. Юлашки çулсенче çынсем ытла та сÿрĕкленчĕç, нимĕнпе те кăсăкланмаççĕ. Çиелтен пăхсан, йĕркеллĕ çынах темелле. Анчах вăл алла юлашки хут хăçан кĕнеке тытнине астумасть, хаçат е журнал вулама та манса кайнă. Çапла, рынок хутшăнăвĕсене пула чунсем çултан çул чухăнланса пыраççĕ.

Калăпăр, ялти çĕнĕ хыпарсене  эпир лавккана-мĕне кайсан та, кĕтÿ хăвалама тухсан та пĕлме пултаратпăр. Çынсем пĕр-пĕринпе тĕл пулаççĕ, вăл е ку ыйтăва сÿтсе яваççĕ. Урăхла пулма пултараймасть. Енчен те пĕр-пĕринпе хутшăнма, калаçма пăрахсан, тем тесен те, çын пурăнаймасть, тунсăхланипе вăл чирлесе кайма пултарать.

Хăш-пĕрисем - унашкаллисем чылаййăн - тăван район пурнăçĕпе вуçех кăсăкланмаççĕ-çке. Вăрнар тăрăхĕн хыпар-хăнарне пĕлес тесе те шутламаççĕ. Халĕ хыпар-хăнара «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат урлă кăна пĕлме пулать. Район пурнăçне туллин те пур енлĕн çутатса тăма тăрăшать вăл. Район администрацийĕн ĕçне-хĕлне пур енлĕн çутатать, ял хуçалăхĕнчи ÿсĕмсемпе паллаштарать, çитменлĕхсене тишкерет т. ыт. те. Ку кăна-и, шкулсен ĕç-хĕлĕ пирки те çырать, Вăрнар тăрăхĕнчи спортсменсен чаплă çитĕнĕвĕсене те пĕлтерсех тăрать. Усăллă канашсемпе сĕнÿсен страници те шутсăр килĕшет.

Эпĕ сакăр вуннăра ĕнтĕ, 50 çул ытла район хаçатне çырăнса илетĕп. Унăн кашни номерне хаклă  çын, тус-юлташ пек кĕтетĕп. Çавăнпа та «Çĕнтерÿ çулне» çырăнса  илменнисенчен тĕлĕнетĕп те, вĕсене хĕрхенетĕп те.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 февраля 2009
00:00
Поделиться