Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Истори эрнинче

Йăлтах ачасемшĕн, вĕсен вăхăтне усăллă ирттерессишĕн тăрăшаççĕ Кĕçĕн Кипек шкулĕнче ĕçлекенсем. Нумаях пулмасть Лариса Ливиковна Сидорова тăрăшнипе кунта истори эрни иртрĕ.

Уйрăмах Сталинград патĕнчи хаяр çапăçу çинчен каласа кăтартни тата кино курни пурне те тыткăнларĕ. Хăшĕ-пĕрисен куçĕсем шывланаççĕ, теприсен сăнĕнче курайманлăх та палăрчĕ. Пурте пĕр самант вăрçă хирĕнче пулса курчĕç.

Тепĕр мероприяти те асрах. 6-мĕш класра вĕренекенсем Л.В.Сидорова пулăшнипе ачасен прависем çинчен каласа кăтартрĕç. Хăйсем каланине юмахсенчен илнĕ сценкăсемпе çирĕплетсе пачĕç. Сергей Кириллов, Алеша Григорьев тата Люда Данилова вылякан «Хĕрлĕ Калпак» юмаха куракансем тăвăллăн алă çупса  йышăнчĕç. Çав кун вĕренекенсем хăйсене шкулта, урамра мĕнле тытмаллине асра çирĕп хăварчĕç.

7-8-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче «Кам-ши вăл;» темăпа вăйă иртрĕ. Унта хутшăнакансен историре палăрнă çынсен ячĕсене пĕлмелле пулчĕ. Çак çăмăлах мар тупăшура çиччĕмĕшсем маттуртарах пулчĕç, малти вырăна тухма пултарчĕç.

Истори эрни вĕçленчĕ. Малалла вĕренекенсене ытти предмет эрнисем кĕтеççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 февраля 2009
00:00
Поделиться