Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ВĔРЕНŸ ХАСТАРĔ

Олеся Иванова Санарпуçĕнчи вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренет. Анлă тавракурăмлă, çивĕч ăслă хĕрача. Кăмăлĕпе уçă та тарават, ĕçсене тирпейлĕ, вăхăтра тăвать. Тĕрлĕ олимпиадăсемпе конкурссене хастар хутшăнать. Районта иртнĕ обществознани олимпиадинче I-мĕш, вырăс чĕлхипе II-III-мĕш, чăваш чĕлхипе III-мĕш вырăнсене йышăнчĕ. Олеся республикăра иртнĕ обществознани олимпиадинчен те çĕнтерÿçĕ пулса таврăнчĕ. Вăл йышăннă I-мĕш вырăн пурин кăмăлне те çĕклентерет. Ашшĕ-амăшĕ, учительсем пулăшса пынăран вăл çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 февраля 2009
00:00
Поделиться