Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Юрă-кĕвĕ ытамĕнче

Мăн Явăшри культура çуртĕнчи «Çăлкуç» ансамбль Мăн Явăшпа Уйкас Явăшри клубсенче халăха хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă хыççăн «Мураты» ял хуçалăх предприятийĕнчи механизаторсен пысăк концерт кăтартрĕç.

«Çăлкуç» ансамблĕн квартечĕ - Нина Андреева, Зоя Александрова, Мария Якушкина, Альбина Петрова - В.Давыдов-Анатрипе А.Кибеч сăмахĕсем тăрăх Юрий Кудаков, Анатолий  Никитин, Анатолий Андреев композиторсем кĕвĕленĕ «Пире тăван кĕтсе тăрать, «Телей», «Мĕнле пурăнан, аякри тăван;» юрăсене илемлĕ, чуна ăшăтакан сассисемпе шăрантарчĕ. Вĕсен шăпчăк евĕр сассийĕсем çĕр ĕçченĕсен чунĕсене илĕртрĕç, пĕр авăк савăнăç ытамĕнче тытрĕç, тепĕр тапхăр макăртрĕç, ăшĕсене пăлхантарса, шухăша ярса тунсăх авăрне путарчĕç...

Юрăçсен пултарулăхĕ этем ăсне ырăпа кĕрсе юлать, пурнăçра тĕл пулакан чăрмавсене сирме çĕнĕ вăй-хал парса тăрать. Вĕсен сассийĕсенче - хавхалану кÿрекен йыхрав, чуна çупăрлакан çепĕçлĕх, кăмăла çĕклекен черчен туйăм.

Концерт ăнăçлăхĕ Валерий Степанович Кудрявцевран нумай килчĕ. Вăл, ансамблĕн баянисчĕ тата балетмейстерĕ пулнă май, ташăсене сцена çине кăларас енĕпе нумай тăрăшнă, вĕсене хореографи тĕлĕшĕнчен ăста якатса калăпланă, кашни хусканăва кĕвĕпе тачă  çыхăнтарнă. Хăвăртлăхпа çăмăллăх, наци эрешлĕхĕпе туйăмĕ ташăсен илемлĕхне, илĕртÿлĕхне кăшăлласа тăраççĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
25 февраля 2009
00:00
Поделиться