Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Центр пациентсене сиплеме хатĕр

         Шупашкарти травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ операцисем тума хатĕр. 2008 çулхи юпа уйăхĕнче кунта консультаци клиники ĕçлеме пуçланăччĕ ĕнтĕ. Çак вăхăтра пациентсен сывлăхне тĕпчесе пĕлнĕ, халĕ вĕсене стационара хума тытăннă. Пирвайхи операцисене пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче тума палăртаççĕ.

Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрне Раççейри мĕнпур регионри çынсене пысăк квалификациллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме йĕркеленĕ. Çулталăкне 6 пине яхăн операци ирттерме планланă.

Центрта 376 сотрудник, 70 яхăн врач тата 120 ытла медсестра ĕçлеççĕ. Вĕсем Раççейри, Европăри тата Америкăри клиникăсенче ăсталăха туптанă. Специалистсем чи кăткăс операцисем тума пултараççĕ.

Медицина учрежденийĕн тытăмĕнче çитĕннисемпе тата ачасемпе консультаци ирттермелли поликлиника тата пĕр вăхăтра стационар условисенче 165 пациентăн сывлăхне сиплеме пултаракан тăватă травматологипе ортопеди уйрăмĕ (виççĕшĕ - аслисен) пур. Центра хальхи вăхăтри медицина оборудованийĕпе пуянлатнă. Кунта операци ирттермелли пилĕк зал, интенсивлă терапи уйрăмĕ, клиникăпа диагностика лабораторийĕ вырнаçнă. Кунсăр пуçне рентгенодиагностика, ультрасасă тĕпчевĕ ирттермелли оборудованипе, компьютер тата магнитлă-резонанслă томографсемпе пуян диагностика уйрăмне уçнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 февраля 2009
00:00
Поделиться
;