Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чăн-чăн ăмăрту

         Çарпа массăллă спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕнче Мăн Явăшри шкулта тĕрлĕ мероприяти ирттерчĕç. Вĕсенчен чи пăлханулли - спорт мастерĕн кандидачĕ Виталий Григорьевич Львовăн парнисемшĕн ирĕклĕ майпа кĕрешессипе вĕренекенсем хушшинче ирттернĕ ăмăртăвĕ. Кăçал 65 вĕренекен вун тăватă виçе категорийĕнче чи вăйли, чи маттурри пулма тăрăшрĕ. Кашни çĕнтерÿçĕ Виталий Григорьевичран хаклă парне илме тивĕç пулчĕ. Çакна та палăртса хăвармалла. Хăйсен виçе категорийĕсенче пĕрремĕш вырăна тухнă Петр Квасов, Николай Никифоров, Виктор Павлов, Юрий Васильев, Марина Скворцова районти ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен пĕрлештернĕ командине кĕреççĕ.

Хăнасем - Вăрнарти 1-мĕш тата Туçи Мăрат шкулĕсен директорĕсем Владимир Маловпа Василий Малов, К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн тĕп инженерĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спорт мастерĕн кандидачĕ Рафик Юсупов, районти вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Маргарита Тихонова - çĕнтерÿçĕсемпе пур кĕрешÿçĕне саламласа малалла та çитĕнÿсем тума сунчĕç.

Йăлана кĕнĕ çак ăмăрту пуриншĕн те пысăк уяв пекех пулчĕ. Мероприятие йĕркелекенĕсене физкультура учителĕ А.Степанов, директорăн вĕрентÿпе воспитани  ĕçĕн çумне А.Павлована, уйрăмах ăмăртăва пуçарса яракан В.Львова вĕренекенсем пысăк тав сăмахĕ каларĕç, малашне те ăмăртусене активлă хутшăнма шантарчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 февраля 2009
00:00
Поделиться
;