Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Египетăн Раççейри элчи - Вăрнар хăни

       «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен уçă обществи - республикăри  пысăк агрохолдингсенчен пĕри. Кунта сысна ĕрчетессипе кăна мар, мăйракаллă шултра выльăхсен хисепне ÿстерессипе те тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Аш-какай комбиначĕ республикăри агропромышленность комплексне аталантарнă çĕре сумлă тÿпе хывать. Предприяти юлашки çулсенче «Колос» сысна комплексне, «Искра», «Новый путь» хуçалăхсене хăйĕн хÿттине илнĕ. Çавна май тăрăшуллă çынсем валли аякка пилĕк авма каймасăрах ялсенчех ĕç вырăнĕсем тупăнчĕç. Предприятире хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансене тивĕçлĕ шалу тÿлеççĕ. «Фермăра вăй хуракансем, сăмахран, уйăхра 9-12 пин тенкĕ таран илеççĕ», - пĕлтерчĕ Малтикас Ялтăрари сĕт-çу фермин управляющийĕ Валентина Тимофеева.

Аш-какай комбиначĕн малашлăхĕ пысăк. Унăн хушма хуçалăхĕсенче пур çĕрте те ĕçлеме лайăх условисем туса панă. Çăмăллăхлă кредит илсе фермăсене  çĕнетсе улăштарнă, хăватлă оборудовани вырнаçтарнă. Сумлă хăнасем умĕнче те пит хĕрелмĕ.

Кĕçнерникун Элĕкре «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексне уçнă çĕре хутшăннă хыççăн Египет Араб Республикин Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ элчи Иззат Саад Аль-Сайед господин, Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров Малтикас Ялтăрари сĕт-çу фермине çитрĕç. Хăнасене предприятин, хушма хуçалăхăн ĕç кăтартăвĕсемпе, умра тăракан тĕллевĕсемпе аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Юрий Попов паллаштарчĕ.

       Иртнĕ çул çак тапхăрта мăйракаллă шултра выльăхсем 811 пуç пулнă пулсан халĕ вĕсен хисепĕ 1230-а çитнĕ. Çав шутра - 260 сăвакан ĕне. Ăратлăха лайăхлатассине пысăк тимлĕх уйăрнăран сăвăм палăрмаллах ÿснĕ: пĕлтĕр 2007 çулхинчен 52 процент ытларах сĕт туса илнĕ. Предприятин пысăк тĕллевĕ -  ĕнесен хисепне 400 пуçа çитересси. Выльăхсен талăкри ÿт хушаслăхĕ пысăк. Ахальтен мар ĕнтĕ 2008 çулта предприятире пĕтĕмпе 154,8 тонна аш-какай туса илнĕ.

         Иззат Саад Аль-Сайед фермăра курса çÿренĕ май шÿтлесе те илчĕ: «Чăваш енри ĕнесене хĕллехи çанталăк хăратмасть. Египетри выльăхсем сирĕн тăрăхра пурăнаймĕччĕç». Посол выльăх-чĕрлĕхе мĕнле апат çитернипе те кăсăкланчĕ. Сăвăм ÿстĕр тесен ĕнесене куккурус силосĕпе тăрантараççĕ иккен. Ăна çĕнĕ технологипе  хатĕрлеме вĕренес тесе специалистсем Словакие кайса килнĕ.  Иззат Саад Аль-Сайед господин аш-комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче тăрăшакансен ĕçĕ тĕнчери кризиса пăхмасăр курăмлă пулнине палăртрĕ. «Республика Президенчĕ пуçаруллă та, ĕç  çыннисем те хастар», - терĕ вăл кăмăллăн.

Хăнасем комбинатăн аш тирпейлекен цехĕсенче те пулчĕç. Николай Федоров Президент «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ предприятине сулмаклă утăмсем  тума пулăшнине çирĕплетрĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 февраля 2009
00:00
Поделиться
;