Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хÿтĕлевçĕсен уявĕнче

Иртнĕ шăматкун Мăн Явăшри шкулта Çĕршыв хÿтĕлевçсен кунĕ ячĕпе пысăк уяв иртрĕ. Кунта шкул ачисем, вĕренекенсем, ветерансем, хăнасем пухăннă. Уява шкул директорĕ С.П.Ильин уçрĕ, саламларĕ. Сумлă хăнасем те: Э.Васильев, В.Снегирев, Н.Илларионов, Н.Михайлов, район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Н.Иванов, Мăн Явăшри ял поселенийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Н.Иванов - пурне те уяв ячĕпе саламласа ăшă сăмахсем каларĕç.

- Çĕршыва хÿтĕлес професси пур. Ăна кашниннех пĕлмелле. Çĕршывăмăра юратсан, хÿтĕлесен кăна эпир ăна тивĕç пулма пултаратпăр. Ватă çынсене, ветерансене хисеплесе пурăнмалла, вĕсенчен тĕслĕх илмелле, - терĕ Мăн Явăшра çуралса ÿснĕ, «Байконур» космодромĕн ветеранĕ,  3 степень «За службу в Вооруженных силах СССР» орден кавалерĕ Эрик Васильевич Васильев полковник.

Саламсем хыççăн çар юррипе строй смотрĕн конкурсĕ пулчĕ. Жюри членĕсем - Николай Иванович Михайлов полковник, 3 степень «За службу в Вооруженных силах СССР» орден кавалерĕ Николай Николаевич Илларионов прапорщик, аякри ишев капитанĕ Валерий Зиновьевич Снегирев тата Эрик Васильевич Васильев председатель, ачасен ушкăнĕсене тĕрĕс хак парса пĕтĕмлетÿсем турĕç: 9-мĕш класра вĕренекенсем 1-мĕш вырăна тухрĕç, 3000 тенкетата çар термосне илме тивĕç пулчĕç, иккĕмĕш вырăншăн 5-мĕшпе 6-мĕш классем 2000 тенке, 8-мĕш класра вĕренекенсем 1000 тенке тивĕçрĕç. Çавăн пекех жюри членĕсем «Чи лайăх çар юрри» (8 класс) номинаци çĕнтерÿçине те палăртрĕç. Чи маттур командира Юлия Васильевана çар хутаçĕçпе 500 тенкĕ пачĕç. Унсăр пуçне уява хутшăннă кашни вĕренекене пĕчĕк парнесемпе хавхалантарчĕç.

Уяв кану залĕнче малалла тăсăлчĕ. Эрик Васильев вăрçă ветеранĕсене «Совет çарне туса хунăранпа - 90 çул» медальне чысларĕ. Тăххăрмĕш класра вĕренекенсем вăрçă юррисене юрласа пĕрре савăнтарчĕç, тепре хурлантарчĕç: иртнине аса илме çăмăл мар-çке-ха.

Çапла Çĕршыв хÿтĕлевçисене халалланă уяв вĕçленчĕ. Чунра вара çĕкленÿллĕ, хаваслă. Çавăн пек уявсем чăннипех те тивĕçлĕ шайра иртни, тăван тăрăхран тухнă сумлă та хисеплĕ çынсем тăтăшах килсе çÿрени, шкул ачисене тĕслĕх парса сĕнÿсем пани савăнтарчĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
28 февраля 2009
00:00
Поделиться
;