Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хÿтĕлевçĕсене халалласа

Çулсеренех эпир февралĕн 23-мĕшĕнче   Тăван çĕр-шыв хÿттинче тăракансене, мирлĕ пурнăçа тивĕçтерекенсене, этемлĕхĕн вăйлă пайне - арçынсене - саламлатпăр. Паянхи кун ку уявăн пĕлтерĕшĕ ÿссех пырать, ăна эпир Çĕнтерÿ кунĕ пекех  çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче чаплăн чыслатпăр.

Хÿтĕлевçĕсене халалласа февралĕн 21-мĕшĕнче Калининăри модельлĕ библиотекăра та «Маттур салтак - 2009» конкурс-вăйă иртрĕ. Уяв тĕлне библиотекăра «Салтак Тăван çĕр-шыва хÿтĕлет» курав хатĕрленĕ, унта РФ Хĕç-пăшаллă вăйĕсен историйĕпе паллаштаракан, иртнĕ ĕмĕрĕн  иккĕмĕш çурринчи çар хирĕçĕвĕсене, вăрçăсене хутшăннă чăваш арĕсем çинчен çырнă документаллă очерксене кĕртнĕ. Конкурса шкул-интернатра 6 «а» тата 4 «а» классенче вĕренекенсем (воспитателĕсем - С. Захаровапа Г. Карбачева) хутшăнчĕç. «Ăмăрткайăксем» тата «Кăйкăрсем» командăсем çичĕ ăмăртура тупăшрĕç. Арçын ачасем çар темипе ыйтусене хуравларĕç, тĕл перессипе те чи çивĕччине палăртрĕç, тÿме çĕлесе лартас ăсталăха та кăтартрĕç тата ытти конкурссенче ăмăртрĕç. «Маттур салтак - 2009» ята «ăмăрткайăксем» çĕнсе илчĕç. Ачасем пурте пылак парнесене тивĕçрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 февраля 2009
00:00
Поделиться
;