Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Паттăр ячĕпе

Вăл вунтăхăр çултах пурнăçран уйрăлнă. Ун ĕмĕчĕсене, телейлĕ малашлăхне Çурçĕр Кавказри хирĕçтăрусем татнă. Владислав Антонова «Хăюлăхшăн» орденпа наградăланă. Вилнĕ хыççăн.

Унтанпа вунтăватă çул иртнĕ пулин те, хурăнсур-çармăссем хăйсен ентешне манмаççĕ, ун ятне чыслăн упраççĕ. Ялта акă клуб заведующийĕ, Çĕрпел ял поселенийĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Михаил Кузьмин пуçарнипе çулсеренех Владислав Антонова халалласа спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Унта ял çамрăкĕсем çеç мар, шкул ачисем, спорт ветеранĕсемпе тĕрлĕ ÿсĕмри сывă пурнăç йĕркин тусĕсем те хутшăнаççĕ.

Хальхинче те турнир 100 ытла çынна пуçтарнă. Пухăннисене ăмăрту йĕркелÿçи М.Кузьмин, Çĕрпел ял поселенийĕн пуçлăхĕ И.Миронов саламаланă.

Ăмăрту спортăн тĕрлĕ тĕсне пĕрлештернĕ. Вĕсем Хурăнсур Çармăс тăрăхĕнчи чи пултаруллисене палăртнă. Сĕтел çи теннисра çамрăксенчен Сергей Шашков, Григорий Феофанов тата Сергей Максимов, «Хорнзор» хуçалăхра ĕçлекенсемпе спорт ветеранĕсем хушшинче Николай Иванов, Михаил Кузьмин, Иван Миронов палăрнă. Шашкăра чи çивĕччисем - Евгений Никитин пенсионер, хуçалăх ĕçченĕ Олег Иванов тата 9-мĕш класри Сергей Егоров. Пневматикăллă винтовкăран персе мала çаксем тухнă: Анатолий Кузьмин, Борис Павлов, Михаил Кузьмин. Шахмат енĕпе чи маттуррисем: Евгений Никитин, Николай Сидоров, Виталий Плеханов.

Çĕнтерÿçĕсене пурне те парнесемпе чысланă, вĕсем Çĕрпел ял послененийĕн администрацийĕнчен тата турнир йĕркелÿçинчен Михаил Кузьминран тивĕçнĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
28 февраля 2009
00:00
Поделиться
;