Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Уявсем савăнăçлă иртеççĕ

Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче пурăнакан-сипленекенсен тунсăхлама вăхăт çук. Кунта культура пурнăçĕ вĕресе кăна тăрать. Кашни уйăхрах интереслĕ мероприятисем иртеççĕ, вĕсене пурте чылайăн пысăк хавхаланупа хутшăнаççĕ. Хăйсем те  тĕрлĕ вырăнсене тухса çÿресе çынсене илемлĕ пултарулăхпа  савăнтараççĕ кăна мар, интернатра та тĕрлĕ артистсене, юрра-ташша юратакан хăнасене яланах хапăлласа йышăнма хатĕр.

Уявсем те интернатра, И.Яковлева культорганизатор пуçарса йĕркелесе пынипе, чылайлăха асра юлмалла иртеççĕ. Ку уйăхра, акă, Юратакансен кунне хаваслă уявланă: программăна чи асамлă туйăма - юратăва - мухтакан юрăсене, кăсăклă конкурссене кĕртсе концерт хатĕрленĕ.

Çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне халалланă уяв вара уйрăмах хăйне евĕрлĕ иртнĕ. Интернатра пурăнакан-сипленекенсем вырăс  халăхĕн вăййисене аса илсе çĕнĕрен чĕртме шутланă. «Молодецкие забавы» ятпа конкурс йĕркеленĕ. Авал анлă сарăлнă, халĕ манăçа тухнă «Стенка на стенку», «Сапоги-скороходы» тата ытти вăйăсем, конкурс вăхăтĕнче янăранă вырăс халăх юррисем пурин кăмăлне те тивĕçтернĕ.

Февралĕн 21-мĕшĕнче вара интернатра сипленекенсем Красноярскри куçса çÿрекен «Мулен Руж» цирк представленине çитсе курнă, мартăн 5-мĕшĕнче ЧР патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕсене хăнана кĕтеççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 февраля 2009
00:00
Поделиться
;