Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ватлăх - пурнăç чикки мар

Çапла çирĕплетеççĕ кăна мар, Санарпуçĕнче пурăнакан аслă ÿсĕмри çынсем кашни çутă куна савăнăçпа пайлаççĕ. Вырăнти модельлĕ библиотека заведующийĕ Маргарита Горшкова хăй тавра пуçтарнă пуçаруллă ушкăн районти историпе краеведени музейĕнчи пĕр курава та сиктермен, районти культура çуртĕнче иртекен пĕр культура мероприятийĕнчен те юлман. Хăйсен хастарлăхĕпе вĕсем ялти ытти çынсене те чĕртеççĕ, вĕсен пурнăçне те савăнăç хĕлхемĕ кĕртеççĕ.

Нумаях пулмасть акă ку ушкăн - Антонинăпа Владимир Филимоновсем, Аннăпа Василий Платоновсем, Зоя Федорова, Нина Афанасьева, Борис Леонтьев - Çĕрпел ял посленийĕнче пулнă. Послени пуçлăхĕ Иван Миронов тата ветерансен канашĕн председателĕпе Николай Ванюшинпа «Янгорчино» колхоз çыннисем картинăсен галерейипе паллашнă. Николай Иванович çак ÿкерчĕксенчи çынсемпе нумайăшпе пĕрле ĕçленĕ, çавăнпа та хăнасене вăл кăсăклă та тулли калавĕпе тыткăнланă.

Санарпуçсем ачасен ÿкерчĕкĕсене те курса тĕлĕннĕ. Кĕçĕннисене илемлĕх тĕнчине илĕртекенĕ - вĕрентÿ ветеранĕ Мария Васильева, вăл ертсе пыракан кружока шкул ачисем куллен çÿреççĕ, тĕрлĕ ÿкрчĕксем тăваççĕ. Кунтах Хурăнсур Çармăсри Надежда Миронова пенсионеркан тата Çĕрпелти культура çурчĕн художество пултарулăх ертÿçин Надежда Ванюшинан ал ĕçĕсем те вырăн тупнă.

Çĕрпелти модельлĕ библиотека ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарни вĕсене уйрăмах кăмăла кайнă. Ара, хăйсеннипе танлаштармалли те пур-çке. Ку тăрăхра кĕнеке чи нумай вулакансемпе - Калистрат Воробьевпа  тата Антонина Ухтериковапа - çавра сĕтел ирттернĕ, викторинăра тупăшнă. Борис Леонтьев хăйĕн сăввисемпе савăнтарнă.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
28 февраля 2009
00:00
Поделиться
;