Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пушар хĕрхенме пĕлмест

Пушар çынсен пурнăçне тата вĕсен пурлăхне сиен кÿрекен хăрушлăхсенчен (чир-чĕрсемпе çул çинчи инкексем хыççăн) виççĕмĕш вырăнта тăрать. Пушар хуралĕнче тимлекенсен кăтартăвĕсем тăрăх, вут-çулăм алхаснă тĕслĕхсен 80 проценчĕ пурăнмалли çурт-йĕр секторне тивет. Кунсăр пуçне çулăм ытамĕнче вилнисенчен чылайăшĕ çак вăхăтра ÿсĕр пулнă.

Кăçалхи март уйăхĕ тĕлне районта 6 хутчен пушар тухнă, икĕ çын вилнĕ. Февралĕн 13-мĕшĕнче, акă, Л.-н хуçалăхĕнче вут-çулăм çуртăн мансардине тĕп тунă. Сăлтавĕ - çурта хăпартнă чух пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни. Çавăн пекех февралĕн 16-мĕшĕнче Вăрнарти Чернышевски урамĕнчи пĕр хуçалăхра мунча çунса сиенленнĕ.

Февралĕн 23-мĕшĕнчи ирхине вара поселокри Путевая урамри çурт çунса кĕлленчĕ. Инкек çинчен кая юлса хыпарланăран пушар сÿнтерекенсем çитнĕ çĕре кивĕ çурта вут-çулăм тавраллах явса илнĕ. Пушара сÿнтерме 5 автомашина тата 3 пушар расчечĕ хутшăннă. Каласа хăвармалла, поселокра пурăнакансем - А. Григорьев, А. Сильвестров -  вут-çулăмпа кĕрешнĕ чух пысăк пулăшу кÿчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 марта 2009
00:00
Поделиться
;