Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Суту-илÿ павильонĕ çуннă

Акă, март уйăхĕ пуçланчĕ кăна-ха, анчах пĕрремĕш кунĕнчех пушар тухнă. Ирхине 7 сехет иртсен Калининăра «хĕрлĕ автан» сасă пани çинчен пĕлтернĕ. Инкек вырăнне тÿрех пушар сÿнтерекенсен икĕ машини (Вăрнартан тата Калининăран) тухса кайнă. Кунта уйрăм предпринимателĕн «Автозапчасти» суту-илÿ павильонĕ хыпса илнĕ иккен. Вут-çулăмпа кĕрешме пĕтĕм вăя хывнă пулин те, вăл павильона пĕтĕмпех тĕп тунă, хуçине питĕ пысăк тăкак кÿнĕ. Пушар сăлтавĕ пирки хальлĕхе уççăнах калама май çук-ха, ку тĕлĕшпе яваплă службăсем ĕçлеççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 марта 2009
00:00
Поделиться
;