Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тар тăкмасăр ÿсĕм тăваймăн

Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче хресченĕн ял хуçалăх таварĕсене  ытларах туса илмелле. Умри тĕллевсене пурнăçлама иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене тишкерни пулăшать . Акă нумаях пулмасть «Янгорчино» кооперативра отчетлă пуху ирттерчĕç.

«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра «Янгорчино» кооперативра ĕç кал-кал пыни çинчен вуласан питĕ савăнатăп. Ара хуçалăх ертÿçи пирĕн патра вĕреннĕ-çке»,- пĕлтерчĕ пĕррехинче 2-мĕш вăтам шкул директорĕ Маргарита Климентьевна Матвеева .

Геннадий Васильевич яваплăха туйса ĕçленине, йăх-несĕлĕмĕрсен ятне çÿлте тытма тăрăшнине хуçалăхра вăй хуракансем те, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнче тимлекенсем те çирĕплетеççĕ. Кооператив тилхепине çирĕп тытса пынăран ĕç кăтартăвĕсем кашни çулах пысăк. Отчетлă пухура ĕç президиумĕн преседателĕ Михаил Горбунов чи малтан хуçалăх ертÿçине сăмах пачĕ. Геннадий Романов пĕлтĕр ÿсен-тăран отраслĕнче ĕçлени уйрăмах тухăçлă пулнине пĕлтерчĕ.

- Иртнĕ çул «иккĕмĕш çăкăр» тухăçĕ питĕ савăнтарчĕ. Гектар пуçне 330 центнер тухрĕ. Кун пек тухăç юлашки çулсенче пулманччĕ,- терĕ Геннадий Васильевич . - Çĕр улмие тивĕçлĕ хакпа 7 тенкĕпе сутрăмăр.

Пĕтĕмпе илсен уй-хир культурисене вырнаçтарнипе хуçалăх кассине 15 миллион та 376 пин тенкĕ укçа пырса кĕнĕ. Ертÿçĕ хăйне мĕн пăшăрхантарнине те пытармарĕ. Ара выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ ытла та йÿнĕ-çке! Пĕлтĕр хĕлле чи пахалăхлă сĕте 15 тенкĕпе сутнă пулсан кăçал - 10 тенкĕпе кăна. Çав вăхăтрах çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕсем икĕ хут хăпарса кайрĕç. Ял хуçалăх техники те хаклă. Усламçăсем укçасăр пурăнаймаççĕ тени чăн килет. Ял хуçалăх продукцине туса илекенсене ура хуни пуçаруллă пулма чăрмантарать. Кооперативра акă 2008 çулта ĕне ферми çĕклеме палăртнăччĕ. Анчах хальлĕхе ку ĕмĕт-тĕллев çеç.

Хресчен пурнăçĕ нихăш ĕмĕрте те çăмăл пулман. Çапах вăл пуçа усмасăр тăрăшать. Çĕрпелсем ав сĕт туса илессине çултан çул ÿстерсе пыраççĕ. Пĕлтĕр вăтам сăвăм 5410 килогрампа танлашнă. Уйрăм дояркăсем тата нумай суса илнĕ. Чи пысăк кăтарту( 5726 килограмм) - Алевтина Тарасован.

Финанспа экономика кризисне пула аграрисем пуçаруллă утăмсем тума шикленеççĕ пулас. Çакна Геннадий Романов та çирĕплетет. Пĕлтĕр, сăмахран, районти ял хуçалăх предприятийĕсем «Янгорчино» кооперативран ăратлă выльăхсем туянайман. Çак сăлтава пулах хуçалăх тата 1,5 миллион  тенкĕ «çухатнă».

Ертÿçĕ пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн çакă паллă пулчĕ: хуçалăхăн  иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсем çав-çавах пысăк. Ял хуçалăх культурисене, выльăх-чĕрлĕх продукцине 34 миллион та 528 пин тенкĕлĕх е 2007 çулхинчен 23 процент ытларах сутнă. Таса тупăш11 миллион та 549 пин тенкĕпе танлашнă. Ăнăçлă ĕçленĕрен кооператив членĕсен шалăвĕ те 165 процент ÿснĕ. Паянхи кун хуçалăхра 183 çын шутланать. Хăш-пĕр тапхăрта ĕçлекенсен хисепĕ 400-е( ! ) çитет.

2008 çулта хуçалăха аталантарма федераци тата республика бюджечĕсенчен 5 миллион та 400 пин тенкĕлĕх субсиди уйăрса панă. Кооперативра 150 пуç вырнаçмалăх ĕне витине юсанă, çĕнĕ тырă, çĕр улми хумалли кĕлетсене çĕкленĕ.

Хăватлă техника пулмасан агропромышленность комплексне аталантараймастăн. Пĕлтĕр машинăпа трактор паркне 5 миллион тенкĕлĕх техника илсе пуянлатнă. Ĕçе механизацилени пысăк пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа кооперативра çĕр улми сортлакан сĕтел тата ытти агрегат туянма планланă.

Тĕп зоотехника Ираида Никифорована та сăмах пачĕç. Вăл тупăш ÿстĕр тесен кашни ĕнерен малашне 5500 килограмм суса илме, выльăхсен талăкри ÿт хушаслăхне 750 грама çитермелле терĕ.

Çураки кунран кун çывхарать. Кооперативăн тĕп агрономĕ Михаил Горбунов, тĕп инженерĕ Петр Черкасов пĕлтĕрхи ĕç-хĕле хак панă май кăçал çурхи ĕçсене мĕнле хатĕрленннине каласа пачĕç. Акмалли вăрлăх çĕр проценчĕпех кондициллĕ, техника юсавлă. Удобренисене кĕркуннех туянса хунă. Механизаторсем çитеççĕ. Кашнийĕ уй-хире хăвăртрах тухма ĕмĕтленет.

Пухура 2008 çулхи бухгалтер балансне, сăнав совечĕ хатĕрленĕ акта çирĕплетрĕç.             

2009 çулхи производствăпа финанс планĕпе Екатерина Николаева бухгалтер паллаштарчĕ. Продукци хăйхаклăхне чакарас тесен хуçалăхра уй-хир культурисене, аш-пăш ытларах туса илме палăртнă.

Этем тени ĕçпе паха теççĕ. Ферма ĕçченне Екатерина Ваганинана тата Геннадий Семенов механизатора патшалăх наградине илме тăратма йышăнчĕç.

Райадминистрацин экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пуçлăхĕ Альбина Константинова «Янгорчино» кооператив район агропромышленность комплексне аталантарнă çĕре сумлă тÿпе хывнине каларĕ. Ĕç çыннисене ÿсĕмсем тума иксĕлми вăй-хăват, çирĕп сывлăх сунчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 марта 2009
00:00
Поделиться
;