Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнар йĕлтĕрçисем - чи хăвăрттисем

Республикăри хĕллехи ял спорт вăййисен участникĕсене кăçал Муркаш сали йыщăнчĕ.  Сывă пурнăç йĕркин тусĕсем унта йĕлтĕрпе чупса, ишсе, кире пуканĕ йăтса, хĕллехи полиатлонра, шашка-шахматла выляса, механизаторсен тата çемьесен конкурсĕсенче тупăшрĕç. Пирĕн район команди малтанхи вăйăсенчи пекех ку ăмăртура та чаплă результатсем кăтартрĕ.

Икĕ куна пынă вăйăсем спортсменсемшĕн хăйне евĕрлĕ экзамен пулса тăчĕç. Уйрăмах йĕлтĕрçĕсемпе полиатлонистсем ăна «пиллĕклĕх» тытрĕç. Çĕнтерÿçĕсене чысланă вăхăтра «Вăрнар районĕ...», «Вăрнар районĕ...» тенине илтме çав тери кăмăллă пулчĕ.

Хĕллехи полиатлонра акă «çĕнтерÿçĕ-команда» ята вăрнарсем ытти ăмăртусенчи пекех алăран ямарĕç. Уйрăмшар зачетра ку енĕпе çĕнтерÿ пьедесталĕ çине Сергей Политов, Анна Григорьева, Галина Павлова (ылтăн призерсем), Инга Тимофеева (кĕмĕл призер) хăпарчĕç. Александр Политовпа Мефодий Павлов тăваттăмĕш вырăнсене йышăнчĕç. 

Йĕлтĕр чупăвĕнче ял хуçалăх техникумĕн преподавателĕ Галина Павлова дистанцие çиçĕмле хăвăртлăхпа вĕçлерĕ. Екатерина Логачева пиллĕкмĕш пулчĕ.

Хутăш эстафетăра вăрнарсем - абсолютлă чемпионсем. Хĕллехи ял спорт вăййисем тăватă хутчен иртеççĕ пулсан, тăваттăшĕнче те вĕсем ку енĕпе - пĕрремĕшсем. Кăçал район чысне Галина Павлова, Ектерина Логачева, Виталий Владимиров тата Сергей Политов хÿтĕлерĕç.      

Механизаторсен конкурсне район администрацийĕн ĕçченĕсем Сергей Политовпа Надежда Семенова хутшăнчĕç. Вĕсен - иккĕмĕш результат. Уйрăм зачетра вара Н.Семенова пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

Кире пуканĕ йăтассипе Денис Тимофеев бронза призер пулса тăчĕ, çемье эстафетинче Мăньял Хапăсри Тикиневсем - тăваттăмĕш вырăнта.

Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе Вăрнар район команди Республикăри IV-мĕш хĕллехи ял спорт вăййисен бронза призерĕ пулса тăчĕ. Ку çитĕнĕве шашка-шахмат ăстисем те тивĕçлĕ тÿпе хыврĕç.

Паралельлĕ зачетпа çак кунсенчех кунта хĕллехи полиатлон енĕпе республика чемпионачĕ те иртрĕ. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тата Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн преподавателĕсем Юрий Александрович Тикиневпа Александр Владимирович Созонов патĕнче ăсталăха туптакан çамрăксем унта та пĕрремĕшсем пулчĕç. Уйрăмшар тупăшусенче техникум преподавателĕ Галина Павлова тата унăн вĕренекенĕсем Сергей Политов, Аня Григорьева, Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренкен Мария Попова республика чемпионĕсем пулса тăчĕç. Инга Тимофеева - кĕмĕл, Оля Семенова бронза призерсем. Александр Политовпа Николай Григорьев - тăваттăмĕш.

Полиатлонри кăтартусене пĕтĕмлетнĕ май, командăна хатĕрлекен А.Созонов очкосен шучĕпе спортсменсем хăшĕсем вăл е ку разряд нормисене тултарнине, теприсен спорт мастерĕн кандидачĕн е спорт мастерĕн нормативĕсене тултарма шутлă очкосем кăна çитменнине палăртрĕ. 

Хĕллехи спорт вăййисем тепĕр икĕ çуллăха сыв пуллашрĕç, анчах Вăрнар йĕлтĕрçисен канма вăхăт çук. Вырсарникунах вĕсем Ханты-Мансийск хулине Пĕтĕм Раççейри хĕллехи ял спорт вăййисене тухса кайрĕç. Каламалла, Чăваш енĕн пĕрлештернĕ команди йышĕнче пĕр районтан вăрнарсем - чи йышлисем. Вĕсенчен çĕнтерÿсем кĕтетпĕр.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
04 марта 2009
00:00
Поделиться
;