Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ырă туни чуна çăмăллатать

Нина Александровна Макаровапа хальхинче пачах урăхла лару-тăрура тĕл пулма тиврĕ. Вăл хăйĕн вĕренекенĕсемпе çулсем иртсен те çыхăнăва татманнине пĕлетĕп-ха, анчах хам та çак ырă хутшăнусене хам куçпа курса тĕлĕнессе шутламанччĕ.

- Çакăн пек тĕлĕнмелле уçă чунлă çынпа тĕл пулма пÿрнĕшĕн Турра эпĕ тем пекех тав тăватăп,- çакнашкал сăмахсене вĕрентÿ ветеранĕ миçе çĕр хутчен илтнĕ-ши, калама хĕн, анчах Вăрнарта пурăнакан Роза Семеновна Алексееван сăмахĕсем ăна пурпĕр темĕнле асамлăхпа шухăша ячĕç. Ахальтен мар. Шутланă-и-ха вăл хăйĕн пĕрремĕш вĕренекенĕ çапла ĕмĕрлĕх тус-юлташ пулса тăрасса, йывăрлăхпа савăнăçра яланах юнашар пуласса;..

Сăмах хыççăн сăмах, аса илÿ çăмхи сÿтĕлет те сÿтĕлет. Йывăр ачалăх, çакнашкалах асра юлнă çамрăклăх. Анчах веçех чăтнă, малалла пурăнас тесе ĕмĕтленнĕ. Вăрçă вăхăчĕ... Нина Александровна тÿрех М.Исаковскин сăввине вулама тытăнчĕ:

«Да разве об этом расскажешь -

В какие жили года!

Какая безмерная тяжесть

На женские плечи легла!..»

1941-мĕшĕнче вăл учительсен институтне, пĕр вăхăтрах медицина сестрисен  çулталăклăх курсне вĕренсе пĕтернĕ. Шупашкарти Советсен çуртĕнче алла диплом илнĕ хĕре Çĕмĕрле шкулне географие вĕрентме янă. Анчах ун вырăнне кунта эвакуаципе куçса килнĕ çынна ĕçе илнĕ иккен. Кÿренмен Нина Александровна - вăрçă тăван килтен хăваланă этеме ĕç кирлĕрех!

Вăрнар районти çутĕç пайĕн пуçлăхĕ Иван Петрович Петров ăна Пăртасри çичĕ çул вĕренмелли шкула направлени панă, анчах кăштахран ăна та фронта илнĕ.

- Пăртаса чукун çул тăрăх утрăм. Шкул директорĕ Григорий Иванович Ногаев приказ çырма пуçларĕ кăна, почтальон ăна вăрçа илесси пирки повестка килсе пачĕ. Григорий Иванович хăй вырăнне 60-тан иртнĕ вырăс чĕлхи учительне Гурий Александрович Софроницкие хăварчĕ. Кĕçех çамрăк арçын-учительсене те фронта илчĕç. Специальноçпе мар пулин те, манăн вĕсен урокĕсене те ертсе пыма тиврĕ,- аса илет ветеран. - Учительсене паек вырăнне пĕр литр краççын тата 10 килограмм ыраш паратчĕç. Ыраша авăртма çил арманне çÿреттĕмĕр, уншăн пĕр килограмм çăнăх тытса юлатчĕç...

Вĕрентÿ ĕçне Нина Александровна хăйĕн 36 çулне халалланă, Вăрнарти 1-мĕш тата 2-мĕш шкулсенче ĕçленĕ, чылай çул Вăрнарти туберкулезран сиплекен ача-пăча санаторийĕнче тимленĕ. Вĕренекенĕсем те, унăн пултарулăхĕпе тата ăс-тăнĕпе çунатланнăскерсем, нумайăшĕ ку профессире хăйсен пурнăçĕсене тупнă. Акă Роза Семеновна Алексееванах илер, вăл ĕмĕрĕпех ачасене пĕлÿ парас ĕçре вăй хунă. Çавăнпах ĕнтĕ паянхи икĕ тусăн калаçмалли те, аса илмелли те чылай.

Нина Александровна килĕнче эпĕ темиçе çул каялла пулнăччĕ, ун пахчинче вун-вун тĕрлĕ чечек-çырла, эмел курăкĕ, тĕмсем çитĕннине курса тĕлĕннĕччĕ, çемье архивĕнчи документсемпе кăсăкланса паллашнăччĕ. Кунтан та ытларах мана унăн ыр кăмăллăхĕ çав тери тыткăнланăччĕ, чун-чĕри уçăмлăхĕнчен паян та тĕлĕнме пăрахмастăп. «Тереза-анне» ят ахальтен çыпăçман ĕнтĕ ун çумне. Пулăшу кирлĕ çынсене ун патне Турри хăех илсе çитерет тейĕн. Миçе çынна пулăшнă-ши - Нина Александровна татăклăн калаймасть кăна мар, шутламасть те: «Ырă тунишĕн вăй пĕтмест,  чунра та çăмăл»,- тет вăл.

- Пире пурнăç çапла вĕрентнĕ. Палламан çын пулсан та, ăна йывăрлăхра пăрахмалла мар. Шел, паянхи ăру çак хаклăха çухатсах пырать. Ирĕклĕхпе çăмăлттайлăха мала хурать,- çав вăхăтрах хушса хурать вăл.

Нина Александровна çапла пăшăрханни ăнсăртран мар, вăл хăй те тăватă ача çуратса ÿстерсе тивĕçлĕ воспитани панă, хальхи самана ачисене те йĕркеллĕ, пысăк культурăллă, ăслă-тăнлă курасшăн.

Сăмах май, паян Нина Александровна Макарова 87 çул тултарать. Эпир ăна, хамăрăн общественнăй корреспондента, çуралнă кун ячĕпе хĕрÿллĕн саламлатпăр, хурçă пек сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
07 марта 2009
00:00
Поделиться
;