Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ывăлсем нумайрах çуралнă

Такам пурнăçран уйрăлать, теприн çемйинче вара пысăк телей - ача çуралнă. Нимте тăваймăн, çакă вăл пурнăç çаврăнăшĕ. Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть - пĕр-пĕрне юратакан икĕ чĕре пĕрлешеççĕ, çемье çавăраççĕ, пĕчĕк пепкесене кун çути параççĕ -  пурнăç хăй еккипех пырать.

Апла пулин те, вилекенсемпе çуралакансен шайлашăвĕ юлашки вăхăтра питĕ уйрăлса тăрать, пурнăçран уйрăлакансен шучĕ ÿссе пырать. Загс пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх,  кăçалхи икĕ уйăхра, сăмахран, районта 119 çын вилнĕ: арçынсем вăтамран - 61, хĕрарăмсем 75 çул пурăнаççĕ.

Çĕнĕ çемьесене илес-тĕк, кăçал вĕсем районта пĕтĕмпе 27 чăмăртаннă., çав вăхăтрах 13 мăшăр уйрăлнă.

Кашни çыннăн, мăщăрăн пурнăçĕнче, паллах, чи пĕлтерĕшлĕ пулăм - çемьене çĕнĕ кайăк кĕни. Кăçалхи январь-февраль уйăхĕсенче , акă, 77 пепке çут тĕнчене килнĕ, вĕсенчен 40-шĕ - арçын ачасем, хĕрачасем кăшт сахалрах - 37-ĕн. Çак тапхăрта ача çуратнă амăшĕсенчен тăваттăшĕ 18 çул та тултарман-ха.

Мĕнле ятсемпе çÿреççĕ-ха паянхи ачасем; Тĕрĕссипе каласан, ашшĕ-амăшĕсем тĕрлисене кăмăллаççĕ, апла пулин те кăçал ачасене ытларах Дарья (6), Татьяна (5), Даниил (6), Артем (4), Владимир (4) ятсемпе çыртарнă. Сайра тĕл пулакан Ярослав, Измаил, Тимофей, Милена ятсене панă тĕслĕхсем те пур.



"Çĕнтерÿ çуле"
07 марта 2009
00:00
Поделиться
;