Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пуçаруллă çынсем - хисепре

Аш-какай комбиначĕн мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тимлекен комплексăн фермисем Малтикас Ялтăрара, Тăвальушкăнь Ялтăрара тата Кăмпалта вырнаçнă. Унта сатур çынсем ĕçлеççĕ. Вĕсен хушшинче этемлĕхĕн черченкĕ çурри сахал мар. Кашниех сĕт, аш-пăш ытларах туса илессишĕн ырми-канми тăрăшать. Валентина Алексеевна Романован (сăн ÿкерчĕкре) пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 20 çул. Вăл аш-какай комбиначĕн аш сивĕтмелли цехĕнче мастер пулса та тимленĕ. Халĕ Малтикас Ялтăрари фермăра тĕп зоотехникра вăй хурать. «Ĕç кăтартăвĕсем ÿсчĕр тесен выльăх-чĕрлĕхе лайăх пăхмалла, пахалăхлă апат çитермелле», - терĕ Валентина Алексеевна. Хастар зоотехник хăйĕн опытне çултан çул пуянлатма тăрăшать. Вăл пĕлтĕр комплекс заведующийĕпе Валентина Тимофеевапа тата техник-осеменаторпа Татьяна Ильинапа пĕрле Словакире пулнă,  выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе мĕнле ĕçленипе паллашнă, кукуруза силосне çĕнĕ технологисемпе усă курса хатĕрлеме вĕреннĕ. Пуçаруллă утăм - ÿсĕм çăлкуçĕ. Комбинатăн хушма хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕхĕн ÿт хушаслăхĕ, кашни ĕнерен сĕт суса илесси ÿснĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
07 марта 2009
00:00
Поделиться
;