Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Химик» спорт клубĕ кăтартуллă ĕçленĕ

Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерстви хăй сферинче ирттернĕ конкурссене пĕтĕмлетнĕ. Ачасемпе çамрăксене физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен тата массăллă спорт ăмăртăвĕсене явăçтарассипе Вăрнарти «Химик» спорт клубĕ иртнĕ çулта пуринчен лайăх ĕçленине палăртнă. Асăнмалăх Кубокпа тата дипломпа савăнăçлă лару-тăрура ун ертÿçине Евгений Захарова чысланă.

«Химик» спорт клубĕ» республикăри обществăлла организаци кăçал пилĕк çулхи юбилейне паллă тăвать. Ăна «Август» Фирмăн тата «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕсем Александр Усковпа Владимир Свешников пуçарнипе йĕркеленĕ.

Спорт клубĕ хутăш препаратсен заводĕнче вуншар çул çирĕпленнĕ спорт юхăмне малалла тăсать.  Паян кунта спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе ăсталăха туптама пулать. Вăл заводра тимлекенсен сывлăхĕпе ÿт-пĕвне çирĕплетессипе кăна мар, поселокри, çывăхри ялсенчи ачасемпе çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарассипе те çине тăрса тимлет. Химиксем акă çулсерен цехсем хушшинче хĕллехи тата çуллахи спартакиадăсенче тупăшаççĕ, районти ăмăртусене активлă хутшăнаççĕ. Ачасемпе çамрăксен футбол клубĕсем сумлăрах турнирсене хутшăнма ăнтăлаççĕ. Аслисен «Химик» футболисчĕсем вара Чăваш ен Кубокне пилĕк çул харăс çĕнсе илчĕç, пĕлтĕрхи çĕнтерÿ вĕсене çак парнене ĕмĕрлĕх хăйсен аллинче хăварма ирĕк пачĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
18 марта 2009
00:00
Поделиться
;