Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Конференци иртнĕ

Нумаях пулмасть Йĕпреç поселокĕнче Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин Вăрнарти организацийĕн отчетлă конференцийĕ иртнĕ. Унта Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин Чăваш енри правленийĕн председателĕ Ю. Сергеев та хутшăннă.

Пĕрремĕш хут конференцие Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин гимнĕпе уçнă. Чи малтан Вăрнарти организацин  председателĕ Г. Мясникова иртнĕ çул бюро мĕнле ĕçлени çинчен каласа панă. Куçпа инвалид пулса юлнисене республикăра, районта иртекен тĕрлĕ мероприятисене явăçтарнă. Кашни валли реабилитаци программине хатĕрлеме пулăшнă. Пысăк тимлĕх кирлĕ инвалидсене Волоколамскри куç курманнисен реабилитаци центрне янă. Çавăн пекех обществăн членĕсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасси - тĕп вырăнта. Ку ĕçре спонсорсем хастар пулнине палăртмалла. Конференцире ревизи комиссийĕн председателĕ Л.Терентьева та отчет тунă.

Делегатсем бюро ĕçне лайăх паллăпа хакланă, кăçалхи ĕç планне çирĕплетнĕ.

Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин Чăван енри правленийĕн председателĕ Ю.Сергеев пухăннисене республикăри куç курманнисен обществин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.

Конференцире çивĕч ыйтусене хускатнă. Обществăн Вăрнарти организацийĕн активисчĕсене парне парса хавхалантарнă.

Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин Вăрнарти организацийĕнче тăрăшакансем тăтăшах пулăшакан спонсорсене - «Август» фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорне В.Свешникова, «Выбор» туллии мар обществăн пуçлăхне К. Алексеева, уйрăм предпринимателе Е.Капирована - пысăк тав сăмахĕ каланă.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
18 марта 2009
00:00
Поделиться
;