Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Платун йысна юрри

1941 çулхи июль уйăхĕ. Гитлер çарĕсем пирĕн Тăван çĕршыва сĕмсĕррĕн те хăрушла тапăнса кĕни виçĕ эрне иртрĕ.

 Пирĕн çĕршыв вут-хĕм айĕнче. Нимĕç самолечĕсем бомбăсем тăкаççĕ. Хуласем, ялсем çунаççĕ. Ним айăпсăр çынсем, ача-пăча тăхлан çумăр айне  пулса вилет. Çĕрпе пĕлĕт айăн-çийĕн çаврăннă пек туйăнатчĕ.

Эпир, ача-пăча ушкăнĕ, Тÿплетек çырминче утă пуçтарса купасем турăмăр. Пирĕн ĕçе Симьян мучи йĕркелесе-вĕрентсе пырать. Çитĕннисем йĕтем çинче ĕçлерĕç: çереме хырса тасатрĕç, çулăксемпе шăлса пуçтарчĕç,  пухăннă çÿп-çапа лашасемпе шырлана турттарса тăкрĕç. Хĕрсен ушкăнĕ тырă хумалли кĕлетсене çуса тасатрĕ. Марья Прокопьева бригадир ыран тырă вырма тухассине пĕлтерчĕ. Ĕлĕк вăрмана тухиччен хĕрарăмсем ятарласа çăкăр пĕçеретчĕç. Ана çине пĕрремĕш кун пуçламан çăкăрпа тухатчĕç. Кĕпи-тумне те уява кайнă чухнехи пек тăхăнатчĕç. Ку енĕпе Турăран перекетлĕхне çăмăллăх ыйтни пулнă пуль. Пирĕн анне те ĕçрен таврăнса вутă хутса ячĕ. Кĕçех пирĕн кил умне тăрантас кÿлнĕ лаша çитсе чарăнчĕ. Кусем Вăрман Кипекри Çерахви аккапа Платун йысна пулчĕç. Йыснан ыран вăрçа тухса каймалла. Вĕсем Красноармейски районĕнчи Янкас ялне мĕнпур тăвансене хăйне ăсатма чĕнме килнĕ. Акă пирĕн пата тăвансем пуçтарăнчĕç. Кашниех кучченеçпе килнĕ. Пур тăванĕ пĕрле канашларĕç те, пытараймастпăр пуль терĕç, ыран ĕççи пуçланасса пĕлтерчĕç. Хĕрарăмсем кăпăклă сăра  ĕçтерме тытăнчĕç. Арçынсем пÿрнеске пек черкке çине эрех  ячĕç, салтака виçшер тенкĕ укçа пачĕç. Хĕрарăмсем парне çакрĕç. Сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе ыррăн-сыввăн çаврăнса килме  пиллесе куркасене сыпса пачĕç. Лариван пичче кĕреке умне тăчĕ те: «Платун кĕрÿ, сĕм авалтан пыракан ваттисен йăлипе Вăрман Кипексен салтак юррине пуçла-ха», - терĕ.

Ик шур тутăр пĕр вĕçренччĕ

Хачă касрĕ, уйăрчĕ.

Эп çемьепе телейлĕччĕ

Шур хут килчĕ, уйăрчĕ, - пуçларĕ хăй юррине Платун йысна. Арçынсем пурте унпа пĕрле юрларĕç. Хĕрарăмсен куçĕсем шывланчĕç. Çерахви акка татăлса йĕме пуçларĕ. Салтак курма манăн тантăшсем те килнĕ. Вĕсем çенĕхре итлесе тăраççĕ. Кÿршĕри Умки салтак юррине вĕренсе юлнă. Кайран ĕçе кайнă-килнĕ чух салтак юрри юрлаттăмăр. Платун йысна юрри тесе вăрçă пĕтичченех юрларăмăр. Хушăран хĕрсем хыççăн савни юррисене те сĕмленеттĕмĕр.

Акă паян ял халăхĕ ыраш вырма тухрĕ. «Волга» колхоз ертÿçи Иван Иванов çынсене нихçанхинчен хастар ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Унăн çак сăмахĕ юлашки пулчĕ. Тепĕр икĕ кунран тăванĕсемпе ял халăхĕ ăна вут-çулăм хирне ăсатрĕ.

Эпир те аннепе хамăра виçсе панă ана умне çитсе тăтăмăр. Мана çур пай панă. Çăкăр пуçласа ваттисене асăнтăмăр. «Ĕçĕн пуçĕ малалла, тăшман пуçĕ каялла», - тесе анне вырма пикенчĕ. Ун хыççăн эп те çурлапа кăчăртаттарма тытăнтăм. Мĕнпур ача-пăча уйра. Хăшĕсем самаях выраççĕ, теприсем тин вĕренеççĕ. Шăши шăкĕ тинĕсе пулăшать тетчĕç те ĕлĕк, ача-пăча ĕçлени те пысăк ĕçе пулăшни пуль çав.

Ĕлĕк лашасене улăх-çаран çине çĕр вырттармалла кайса тăрантарнă. Вăрман Кипекпе Услантăр Енĕшсем Çтаппан çырмипе Виçкĕпер хутлăхĕнче çÿретнĕ. Ваттисем кăшт тĕлĕрсе илес тесе канма выртнă. Çамрăксем  юрă-ташă пуçарнă. Унтан мăшăрăн-мăшăрăн пăшăт пăтти пĕçернĕ. Услантăр хĕрĕ Серафима Григорьева хăйĕн пулас мăшăрĕпе Платон Никифорович Кошкинпа çавăнта паллашнă. Ялти ятлă каччă пулнă Платон - çиелти тумтирсем çĕлеме пĕлекен ылтăн алăллă çĕвĕç. Ку ăсталăха вăл ашшĕнчен, Никифор Мартыновичран, вĕреннĕ. Туй туса пĕрлешнĕ хыççăн вĕсен пĕр ывăлпа икĕ хĕр çуралнă: Анатолий, Раис, Надя. Ашшĕ вăрçа кайнине кĕçĕнни астумастчĕ. Çерахви акка ултă çынран тăракан çемьешĕн пĕртен-пĕр тĕрек пулса тăчĕ. Ватăсем те ĕçсĕр лармарĕç. Хунямăшĕ ачасене пăхрĕ. Хуняшшĕ выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлерĕ, колхозра вĕрен-пăяв явса пачĕ. Кĕр енне йĕтем çине капан тума çÿрерĕ. Серафима Григорьевна колхозра пур ĕçре те хутшăнчĕ: тырă вырчĕ, утă çулчĕ, ака-суха турĕ, вăкăрсемпе тырă турттарчĕ. Хĕл ларсан, çур енне кайса çул пăсăлличченех вăрман  турттарчĕ. Анчах хăйĕн мăшăрне вут-хĕмлĕ вăрçă хирĕнчен кĕтсе илеймерĕ. 1942 çулхи апрелĕн 11-мĕшĕнче Платон Никифорович Кошкин хаяр çапăçура пуç хуни çинчен хура хут килчĕ. Тăванĕсемпе, ашшĕ-амăшĕпе, ял-йышпа тÿссе ирттернĕ çав йывăр хуйăха Çерахви акка. Халь хăй те, унăн виçĕ ачи те канлĕ çĕрте, çÿлти патшалăхра. Икĕ хĕрĕн ачисем аякра, Саратов облаçĕнче ĕçлесе пурăнаççĕ. Анатолин ачисем çывăхра. Мăшăрĕ, Нина Семеновна, пĕчченех хуçалăха çирĕп тытса пырать. Аслă хĕрĕ Татьяна Анатольевна Вăрман Кипек шкулĕнче чылай çул математика вĕрентсе пурăнчĕ. Халь мăшăрĕпе Виталий Петрович Журавлевпа Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ. Кинĕ, Эльвира Анатольевна Вăрнарти 2-мĕш шкулта чăваш чĕлхине вĕрентет. Кĕçĕн ывăлĕ Александр Анатольевич Шупашкарта ООО «Оптима» çуртсем лартакан организацине ертсе пырать. Пиччĕшĕ Анатолий Анатольевич механик пулса ĕçлет. Тольăн ывăлĕ Павел инженерта тăрăшать. Куçăмсăр майпа аслă шкул пĕтерет. Çавăн пек тăрăшуллă та маттур ĕçлесе пурăнаççĕ Платун йыснан мăнукĕсем. Пĕр-пĕринпе туслă та çураçуллă пурăнаççĕ. Туслăх - пысăк вăй, пурнăçа тытса пыма пĕлни - пурнăç урапине лайăх йĕрпе чуптарни.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
18 марта 2009
00:00
Поделиться
;