Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Самана тантăшĕн сăввисем

Çак кунсенче эпĕ Вăрнар енĕн паллă тепĕр поэчĕ пуррине пĕлтĕм. «Куккук ĕшни» кĕнекене мана «Çĕнтерÿ çулĕ» редакторĕ В.Николаев тыттарчĕ. «Авторĕ ĕнер Шупашкарта пачĕ те киле çитсен çĕрĕпе вуларăм», - терĕ. Эпĕ те килте кĕсьерен кăларсанах вулама тытăнтăм. Вĕçне тухмасăр пăрахаймарăм.

Мана нимех те кирлĕ мар,

Ан çĕттĕр çÿл тÿпе сенкерĕ.

Пурне те сунтăр пархатар

Çич тĕслĕ асамат кĕперĕ...

Тутлă вĕри хум ăша çапрĕ, тепĕр хут вуларăм, «курнă-çке-ха эк ку йĕркесене!» Тахăш çултаччĕ - «Тăван Атăл» журналти сăвăсен ярăмне эпĕ чарăна-чарăна, шухăшран такăнса пырса вуларăм. «Поэт шăрантарнă», - тесе хĕпĕртерĕм. Рифмăланă йĕркесем купалакан нумай. Поэт - сайра тĕл пулать. Сергей Васильев шăратнинче пĕтĕмпех хăй те хăй: хăйĕн хавхаланăвĕ, хăйĕн савăнăçĕ-хурлăхĕ, хăйĕн юратăвĕ-ыратăвĕ. Поэзи Çăлтăрĕсем - Сергей Есенин, Алексей Воробьев пуринчен те ытла пире хăйсен чун-чĕрин уççăнлăхĕпе тыткăнланине пĕлетпĕр. С.Васильевăн та çавнашкал хăйнеевĕрлĕхĕ курăмлă. Вăл хамăрăн ентеш иккенне эп ун чухне тавçăрайман-ха.

Кĕнекине, авă, псевдонимпа кăларнă - Саманташ.

Сăвă йĕркинче кăмăлу тулмалăх пĕр-икĕ сăвă тупăнсан та савăнатăн. Кунта эп килĕшмен йĕркесем асăрхамарăм. Тунсăх кĕввиллĕ, анчах пурнăç хевтиллĕ сăвăсем нумай: «Хресчен», «Кĕркури Илеперĕ», «Паян юлашки хут...», «Ан кулян...», «Кĕрен чăлхаллă чиперкке хăрарăм», «Ÿкĕнÿ»...

Сивĕ пурăнма ку пурнăçра:

Пăрлă пĕлĕтсем çĕре хупласшăн.

Пĕр кил-йыш пек пулнă çĕршывра

Чыслăхне сутать этем укçашăн...

ххх

Паян юлашки хут вулап, тен, сăвă

Пĕчченлĕх те кичемлĕх кукринче.

Улма антарнă тĕпсакай пек тăвăр

Халь маншăн, тăвансемсĕр, çут тĕнче...

ххх

Мана нимех те кирлĕ мар:

Чăвашлăха чăваш хаклатăр.

Вăл - Турă панă пархатар,

Ăна пиртен кашни уйратăр.

Мĕншĕн килет этем çутă тĕнчене; Мĕнре курмалла унăн хăйĕн шăпин пĕлтерĕшне; Çуралнă çĕршывпа, тăван халăхпа мĕнле çыхăнса пымалла унăн кулленхи утăмĕсем;

Сергей Иванович Васильев (Саманташ) - Вăрнар тăрăхĕнче пурте лайăх пĕлекен Иван Васильевич Васильевăн ывăлĕ. Ĕçпе вăрçă ветеранĕ, сакăр вун виççĕри сатур, çур кун та ахаль лармасть. Юлашки çирĕм çулĕнче «Знамя» колхоз председателĕнче, «Колос» совхоз председателĕнче ят-сумне çĕклерĕ. Сергей Иванович Шупашкарта çуралнă, унта ответлă, паллă-çÿллĕ вырăнсенче тимленĕ. Ытларах вырăсланнă чăваш хушшинче пĕтĕрĕннĕ. Пурĕ пĕр чăвашла шухăшласа таса тăван чĕлхепе çырать. Кĕнекинче нумай ятсене асăннă (Иван Ивник, Алексей Воробьев, Юрий Айдаш, Сергей Мерчен, Георгий Ангер, Кĕркури Илепер, Владимир Яковлев, Праски Витти, Семен Григорьев, Хуначи Васильев - пурте Вăрнар ывăлĕсем), çавсенчен те хĕмленсех вĕреннĕ курăнать. Поэт, И.Ивнике, А.Воробева кура пуль, янăравлă тулли рифмăсене кăмăллать (калĕ - якалĕ, урпа - юрăпа, сайра - Тусайра, уççăн - пăхуçăн, иçĕм - савниçĕм, теменччĕ - цеменчĕ...) Вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхне ертсе пынă чухне Сергей Иванович Ивник поэзийĕн çулталăкне чаплăн йĕркелесе ирттернĕччĕ.

Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер «Куккук ĕшни» кĕнеке вĕçнерех çапла каланă: «Сергей Саманташăн çынлăхлă тарăн туйăмсен варкăшĕ маншăн та питĕ çывăх. Ахальтен мар эпĕ çак сăмахсене çырнă чух хама пуш уйăхĕн вĕçĕнче хамăр тăрăха пĕрремĕш шăнкăрчсем вĕçсе килнĕ чухнехи пек, çурхи пахчара кăвак çулăмлă çеçпĕл çеçкине асăрханă самантри пек туятăп».



"Çĕнтерÿ çуле"
18 марта 2009
00:00
Поделиться
;