Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕрĕслев йĕркеллĕ ирттĕр

     Кашни çулах çуракине тухас умĕн тракторсене, вĕсен прицепĕсене тата ытти хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсене, май-июньре çул-йĕрпе строительство машинисене, выльăх апачĕ хатĕрлекен хăй тĕллĕн çÿрекен комбайнсене, июль-августра тĕштырă вырса çапакан комбайнсене çулталăкри патшалăх техники тĕрĕслевĕ витĕр кăларатпăр. Хуçалăхсенчи, предприятисемпе организацисенчи механизаторсемпе инженерсем, фермер хуçалăхĕсемпе тата уйрăм çынсем техникăна тĕрĕслеве вăхăтра,  лайăх пахалăхпа хатĕрлесе тăратнинчен машинăпа трактор паркĕсенче ĕç кăлтăксăр тата авариллĕ лару-тăрусăр пырасси килет. Пĕлтĕр «Санар», «Победа», «Мураты», «Хорнзор», «Янгорчино», К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхсем, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ», А.Игнатьев фермер хуçалăхĕ, фирма «Август» тата ытти предприятире механизаторсемпе инженерсем  тăрăшнипе çулталăкри тĕрĕслеве графикпа палăртнă вăхăтра хутшăнчĕç. Çав вăхăтрах «Правда», «Юнтапа», «Гвардеец», «Броневик», «Родник» тата ытти хăш-пĕр хуçалăхра техникăна  тăратассипе кирлĕ пек тăрăшмарĕç.

Техникăна тĕрĕслеве хатĕрленĕ чухне çак ĕçсене пурнăçламалла: техникăна тепĕр хут тĕрĕслесе тухмалла (тасатмалла, çумалла, çу, топливо юхса тăнине тата ытти юсавсăрлăхсене пĕтермелле, тормоз системисене тĕрĕслемелле, йĕркене кĕртмелле, руль управленийĕ юсавлă пулмалла,  электричество оборудованийĕн приборĕсен юсавлăхне тĕрĕслемелле, двигателе ĕçлеттерсе янă чухне трактор хăй тĕллĕн хускалса каяссинчен сыхлакан датчикăн юсавлă пулмалла, тракторсен капочĕ çине «Проверь нейтраль» тесе çырмалла.

Кунсăр пуçне сигнализаци тĕрĕс ĕçленине асăрхаса тăмалла, хыçалти, умри фарăсем, патшалăх номерĕн палли, медицина аптечки, огнетушитель, трактор прицепĕсене вĕçерĕнсе каясран страхлакан тросс, тормоз системи, сасă, çутă сигнализацийĕ, авари чухне чарăннине пĕлтерекен паллă пулмалла. Прицепсен борчĕ çине «Перевозка людей запрещена» тата ытти паллă çырса хумалла.

Çулталăкри техника тĕрĕслевĕччен хуçалăхсенчи инженери службин икĕ экземплярпа акт çырса хатĕрлемелле. Бланкĕсем районти техника асăрхавĕн инспекцийĕнче пур, çавăн пекех механизаторсен списокне хатĕрлемелле, унта вĕсен удостоверенийĕн номерĕсемпе серине, категорине тата вĕсене çирĕплетсе панă техникăна кăтартмалла. Техника тĕрĕслевĕ ирттернĕшĕн тÿлени çинчен квитанци е укçа куçарни çинчен поручени пулмалла.  Механизаторсем медицина комиссийĕ витĕр тухнине çирĕплетекен списокне, çавăн пекех урапаллă тракторсене прицепĕсене страхланине ĕнентерекен страховани полисне кăтартмалла.

Тракторсемпе прицепсем тытакан шкулсем, уйрăм çынсем патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр хуçалăхсемпе пĕрле графикпа палăртнă вăхăтра тухаççĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
18 марта 2009
00:00
Поделиться
;