Туслăх хĕлхемĕ
Вĕренекенсене чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине тарăнрах вĕрентес тĕллевпе район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ иртнĕ шăматкун «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль ирттерчĕ. Унта вырăс тата чăваш шкулĕсенче пĕлÿ илекенсем хутшăнчĕç, хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрлĕ конкурссенче тĕрĕслерĕç.
Вырăс шкулĕсенче вĕренекенсем «Çăлтăрчăк» конкурсра тупăшрĕç: чăвашла лайăх çырасси, тăван ен культурине пĕлесси, чăваш халăх поэчĕсем е хăйсем çырнă сăвва илемлĕ вуласси, чăвашла юрласси е ташласси енĕпе. Малти вырăна Калининăри вăтам шкулта вĕренекен Анна Ананьева (учителĕ - А.В.Яшнова) тухрĕ. Кульцаври Наталья Семенова (Н.Н.Михайлова) иккĕмĕш вырăнта. 3-мĕш вырăна иккĕн пайларĕç: Вăрнарти 1-мĕш шкулти Ольга Гончарова ( Н.А.Яковлева) тата Калининăри Кристина Ефимова (А.В.Яшнова).
Чăваш шкулĕсенче вĕренекенсем тăван чĕлхене тата тăван ен культурине лайăх пĕлнипе ăмăртрĕç.
«Асамат» конкурсра малти вырăнсене çак ачасем йышăнчĕç: Санарпуçĕнчи Анна Юркина (И.Г.Семенова), Хирпуçĕнчи Ирина Никитина (О.М.Давыдова) тата Туçи Мăратри Оля Смирнова ( Л.В.Миронова).
«Чăваш çăлтăрĕ» конкурсра вĕренекенсем хăйсен презентацийĕсене хÿтĕлерĕç. Вăл виçĕ темăпа пулчĕ: «Çеçпĕл Мишши - чăваш поэзийĕн классикĕ», «Чăваш ятне тĕнче уçлăхне çĕклекен паттăр», «Чăваш поэзийĕн тĕнче алăкне каснă сăвăçи». Кунта çаксем çĕнтерчĕç: Кĕçĕн Кипекри Ирина Григорьева (Н.П.Иванова) – 1-мĕш вырăн, Аçăмçырминчи Оля Иванова ( В.Н.Флегентова) тата Малти Ишекри Виталий Краснов (Р.Г.Иванова) - 2-мĕш вырăн, Санарпуçĕнчи Александр Михайлов (И.Г.Семенова) - 3-мĕш вырăн.
Пĕрремĕш вырăнсене тухнисем республикăра иртекен фестивале хутшăнĕç.