Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ватăсене савăнтарнă

Пуканкассинчи культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх коллективне районта лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем районта иртекен пĕрлештернĕ концертсене те час-часах хутшăнаççĕ, Республика кунне халалланă уявсенче те пĕрре мар  хăйсен юрă-ташăри ăсталăхĕпе паллаштарнă.

Концертсемпе вĕсем районти ялсене те час-часах тухса çÿреççĕ.  Нумаях пулмасть акă халăх коллективĕ Çавалкасри ватăсен çуртĕнче пулнă, кунта пурăнакансене çĕнĕ программăпа паллаштарнă. Тĕл пулура чăваш юрри-кĕвви чылай янăранă, чăваш ташшисем илемĕпе тыткăнланă, чăваш тумĕсем тĕрри-эрешĕсемпе илĕртнĕ.

Ватăсем валли вырăнта кăсăклă мерорприятисем ирттереççĕ пулин те, çакнашкал концертсене вĕсем яланах хапăл, çавăнпа ĕнтĕ кунта пурăнакансем артистсене - Алексей Кондратьева, Ольга Кондратьевана, Нина Викторована, Нина Иванована, Валя Железнована, Семен Кондратьева, Лиана Григорьевана, Альбина Федорована, Светлана Короткована, Ира Александрована - чĕререн тав тунă.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 марта 2009
00:00
Поделиться
;