Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Лавкка çаратнă

Мартăн 18-мĕшĕ умĕнхи каçхине Тăвальушкăнь Ялтăра ялĕнче лăпкă пулман. Ытти çынсем канлĕн çывăрнă вăхăтра вăрăсем кунти Калинино райповĕн лавккинче тустарнă. «Ĕçе тухиччен» вĕсем  тĕплĕн хатĕрленнĕ пулинех, лавккана килекен электричество пралукне те татса янă. Çурта вара чартак урлă, мачча хăмийĕсене илсе кĕнĕ. Ют пурлăха çаратма килнĕскерсем Калинино райпоне, тавар йăкăртса, 10 пин тенкĕ енне тăкак кÿнĕ.

Вăрăсем «йĕрсене»  тем пек пытарма хăтланнă пулин те, милици сотрудникĕсем вĕсене  çийĕнчех  тупса палăртма пултарнă. Пурте çамрăксем: иккĕшĕ вĕсенчен - 19-та, ниçта та ĕçлемеççĕ, тепри - çула та çитменскер(шкулта вĕренекен).

Мартăн 14-15 –мĕшĕсенче Кÿлхĕрринчи Р.-н çуртĕнчен прихожăйĕнчи тумба çинче выртакан «Самсунг-Е220» кĕсье телефонне   такам вăрттăн вăрласа тухнă. Ку хутĕнче те йĕрке хуралçисем киревсĕр ĕç тăвакана -24-ри яша- хăвăрт тытса чарнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 марта 2009
00:00
Поделиться
;