Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чи юратнă вăйă

Бадминтон - Аçăмçырми шкулĕнче спортăн çĕнĕ тĕсĕ. Ку вăйăпа кăсăкланасси икĕ çул каялла - Вăрнарти ПТУ преподавателĕ Валерий Андреевич Александров спортăн ку тĕсĕпе паллаштарас тĕллевпе пирĕн шкулта пулнă хыççăн - пуçланчĕ. Ун чухне вăл вĕренекенсемпе мастер-класс ирттернĕччĕ. Халĕ вара бадминтон тусĕсем хушшинче арçын ачасем те, хăрачасем те нумай. Вĕсем Владимир Георгиевич Петров ертсе-вĕрентсе пынипе хăйсен ăсталăхне пĕрмаях аталантараççĕ. Çавăн пекех ачасен çивĕчлĕх, хусканусен килĕшÿлĕхĕ ÿсет, вăй-хал çирĕпленет.

«Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн» икĕ уйăхлăх майĕпе те шкулта бадминтонпа ăмăртусем иртрĕç. Мартăн 1-14-мĕшĕсенче, акă, арçын ачасем тупăшрĕç. 8-9-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче Тимур Мордов, Максим Иванов, Андрей Алексеев çĕнтерчĕç. 5-7-мĕш классенче пĕлÿ пухакансенчен мала тухнисем - Владислав Фомин, Денис Петров, Руслан Пырский. Çĕнтерÿçĕсене пурне те грамотăсемпе чысланă.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 марта 2009
00:00
Поделиться
;