Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хăй тытăмлăх кунĕнче

Вăл Санарпуçĕнчи вăтам шкулта иртрĕ. Çак кун аслă классенче вĕренекенсем учительсем вырăнĕнче «ĕçлерĕç». Директор тивĕçне Слава Харитонов пурнăçларĕ.

Çамрăк вĕрентекенсем уроксене интереслĕ йĕркелерĕç, хыççăн класс сехечĕсенче тĕрлĕ темăпа калаçрĕç. Альбина Ивановапа Надя Михайлова акă 8-мĕш класра сывă пурнăç йĕркин ыйтăвĕсене хускатрĕç.

Ачасем хăйсене шаннине пысăк яваплăхпа пурнăçларĕç пулин те, пуласлăхне вĕсенчен, вун тăххăрĕшĕнчен, виççĕшĕ кăна вĕрентекен профессипе çыхăнтарасшăн. Хăй тытăмлăх кунне пĕтĕмлетнĕ май, директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Ольга Николаевна Евдокимова пурнăçра та яланах хастар, малта пыма ăнăçу сунчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 марта 2009
00:00
Поделиться
;