Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хаваслă спартакиада

Çĕрпел ялĕнче çулсеренех спартакиада ирттересси йăлана кĕнĕ. Хĕллехи ăмăртусем акă виçĕ куна пынă. Унта пĕтĕмпе сакăр команда тупăшнă. Йĕлтĕр эстафетинче шкул команди - С.Николаев, В.Волков, С.Егоров, Е.Егорова тата Н.Ванифатьева - маттрурри пулнă. Сĕтел çи теннисла тата шахматла выляса вырăнти хуçалăхăн 4-мĕш бригадине çитекенни пулман.

Пăшалтан перессипе те, футболта та, кире пуканĕ йăтассипе те, волейболла выляссипе те, хаваслă стартсенче те, шашкăлла та хăйсен çĕнтерÿçисем пулнă. Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе хĕрарăмсем хушшинче шкул команди, арçынсенчен 4-мĕш бригада ĕçченĕсем мала тухнă. Çĕнтерÿçĕсене «Янгорчино» хуçалăх ертÿçи Геннадий Романов хаклă парнесемпе чысланă.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
25 марта 2009
00:00
Поделиться
;