Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Инкек пуласса кĕтеççĕ-ши?

Юлашки вăхăтра Раççейре социаллă объектсенче инкексем пĕрин хыççăн тепри пулса иртрĕç те, пушар хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшпе тĕрĕслев вăйланчĕ.

Вăрнар район прокуратури акă февральте патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕпе пĕрле «Халăха социаллă пулăшу паракан Вăрнарти центр» учрежденин ватă çынсемпе инвалидсен вăхăтлăх пурăнмалли Çавалкас ялĕнчи уйрăмĕнче  пушар хăрушсăрлăхне кирлĕ пек тивĕçтернине тĕрĕсленĕ.

«Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен» федераллă саккунăн 37-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, ку тĕлĕшпе  ыйтнине пурнăçлассишĕн организацисен ертÿçисем яваплă.

Çапах та тĕрĕслев майĕпе «Халăха социаллă пулăшу паракан Вăрнарти центр» учреждени РФ МЧС-ĕн «Раççей Федерацийĕнче пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕплетесси çинчен» приказне сĕмсĕррĕн пăсни палăрнă. Ку учреждени ватă çынсемпе инвалидсен вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмĕн пĕрремĕш хутне çынсене пушар çинчен пĕлтермелли системăпа тивĕçтермен, пĕрремĕшпе иккĕмĕш хутри пусма тăваткалĕсен алăкĕсем çинче хăй тĕллĕн хупăнмалли хатĕрсем тата пусма тăваткалĕсенчи эвакуаци çулĕсенче пушар хăрушсăрлăх паллисем çук. Кунсăр пуçне уйрăм территорийĕнче, çуртăн çурçĕр енчен 20 метр аяккарах, вырнаçнă çĕр айĕнчи резервуар та юсавсăр, çурт тăррине кĕме те стационарлă пусма çук.

Тĕрĕссипе, пушар сигнализацине те, саккунпа килĕшÿллĕн, пушар автоматикине техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăмалли правилăсене шута илсе асăрхаса тăмалла. Анчах вĕсене те пăхăнман кунта: регистраци журналне туллин çырса пыман, персоналпа техника хăрушсăрлăхĕ енĕпе инструктаж ирттерни çинчен палăртни çук тата ытти те.

Учреждени директорĕн хушăвĕпе Çавалкасри уйрăмра патшалăх пушар асăрхавĕн инспекторĕсен предписанийĕсене, йышăнăвĕсене тата ытти саккунлă ыйтăвĕсене пурнăçлассишĕн, çуртри пÿлĕмсемпе хуралтăсенче пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессишĕн, пушар сигнализацийĕшĕн Г. Яковлева заведующи яваплă тесе çирĕплетнĕ.

Çапла майпа, тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх, район прокуратури «Халăха социаллă пулăшу паракан Вăрнарти центр» учреждени директорĕ ячĕпе çитменлĕхсене пĕтерме хушса представлени тăратнă.

Патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕ ку учреждени тĕлĕшпе РФ административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексĕн 20.4-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе административлă ĕç пуçарнă. Вăрнар район сучĕ учреждени айăплă тесе йышăннă, 10 пин тенкĕ штраф хунă.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 марта 2009
00:00
Поделиться
;