Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Мал ĕмĕтлисем пуçарулăх кăтартаççĕ

Чăваш Республикин культура министрĕ Роза Лизакова хаçата панă интервьюра (вăл иртнĕ номерте пичетленчĕ) тĕрĕс палăртрĕ: патшалăх пулăшасса кĕтсе алă усса ларакансем аталану çулĕ çине часах тăраймĕç. Паян вара чи пуçарулли, чăннипех ĕçлес текенни кăна ун тăрăх çирĕп утать. Ырă тĕслĕх шырама та инçех каймалла мар.

Пилĕк çул каялла Шăхальти клубра пулнă чухне ун малашлăхĕ пуррине ĕненме йывăрччĕ. Тÿрех калам, сăмахĕ кунта ĕçлекенсене япăхпа пырса тивмест, пачах урăхла - илемлĕ пултарулăх ертÿçин хĕмленÿллĕ ĕçне ун чухнех курса савăннăчĕ. Ку шухăшсем вара çурчĕ юхăннине (унта сахалтан та пĕр 20 çул юсав ирттермен) кура çуралнăччĕ. Çапах та культура ĕçченĕсем нихăçан та алă усса ларман, ял çыннисем Олеся Степанована чĕререн тав туни те, ялти артистсем зал лăк тулли пуçтарнă «Çĕмĕрт шап-шурă çеçкере» спектакль те, кружок-секцисен тухăçлă ĕçĕ те... халĕ те куç умĕнчех.

Çакăн пек çунакан çын пулман пулсан шăхальсен культура вучахĕ хальхилле - мероприятисемпе пуяннăн - ялкăшĕччĕ-ши;  Тĕрлĕ майлă шухăшламăпăр - мĕн туни пĕтĕмпех ал тупанĕ çинчи пек.

Иртнĕ эрнекун Шăхальти культура çурчĕ каллех лăк тулли зал пуçтарчĕ. Хальхинче пысăк мероприятие клубăн çĕнĕ çуртне официаллă уçнине халалларĕç, ăна Культура ĕçченĕн кунĕпе çыхăнтарчĕç. 

Халĕ кунта унччен пуçламăш шкул пулнă тесе никам та калаймĕ. Классене пĕрлештерсе пысăк зал, сцена вырăнĕ йĕркеленĕ. Библиотека та кунтах вырнаçнă. Пĕр сăмахпа - ял халăхĕн канăвне усăпа ирттерме условисем çителĕклĕ. Олеся Степанова ертÿçĕ дизайнпа юсав ĕçĕсене мăшăрне те - Алексея - явăçтарнă. Ĕçсене пĕтĕмпе тенĕ пекех хăйсемех пурнăçланă. 

Чăннипе массăллă мероприятисене кунта октябрьтех ирттерме тытăннă. Ял çыннисем, уйрăмах çамрăксем, кăмăллă. Паллă пулăмпа саламланă май, Калинино ял поселенийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алина Константинова çак хăтлăха, пурлăха упрама пухăннисенчен тирпейлĕх, ăнланулăх ыйтрĕ. Ял поселенийĕнчен тивĕçнĕ музыка центрĕ вара культура ĕçченĕсен ĕçне самай çăмăллатĕ.

Район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Владимир Прокопьев Шăхальти тата Кÿлхĕрринчи культура ĕçченĕсене Олеся Степанована тата Лия Александрована Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе чысларĕ, паянхи çăмăлах мар пурнăçра шăпах культура ĕçченĕсем ял çыннисене савăнăç кÿрекенсем, пурнăç тÿнтерĕсене путарма пулăшакансем пулнине каларĕ.

Республикăра паян ялти клуб учрежденийĕсене модернизацилессипе çине тăрса тимлеççĕ. Шăхальсем çĕнетÿ ĕçĕсемпе Президент программинчен маларах пулчĕç тесен те йăнăш мар. Алă усса патшалăх пулăшăвне кăна кĕтсе ларнă пулсан вара;.. Кивĕ клуб та хупăнатчĕ, паянхи те пулмастчĕ. Ыттисен те вĕсенчен тĕслĕх илесчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 марта 2009
00:00
Поделиться
;