Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Право пĕлĕвĕн уйăхлăхĕ иртет

Чăваш енри Шалти ĕçсен министерствин пуçарăвĕпе мартăн 16-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 16-мĕшĕччен республикăри вĕренÿ заведенийĕсенче çула çитменнисем хушшинче право пĕлĕвĕн уйăхлăхĕ иртет. Çавна май  обществăлла вырăнсенче ушкăнпа тунă преступленисене тата çула çитменнисемпе çамрăксем йĕркене пăснă тĕслĕхсене  асăрхаттарма, вĕренÿ учрежденийĕсен терроризма хирĕçле хÿтлĕхне çирĕплетме тата ытти енĕпе пулăшакан тĕрлĕ мероприятисене (лекцисене, калаçусене, ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсене) анлăрах йĕркелеме палăртнă çак тапхăрта. Чи пĕлтерĕшли, паллах, уголовлă тата гражданла, административлă саккунсемпе, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисемпе паллаштарса  ăнлантарса панă майĕпе ачасене кукăр çул çине тăрассинчен çăлса хăварасси* сывă пурнăç йĕркине пăхăнма пропагандăласа çамрăксене  сиенлĕ йăласемпе - эрех-сăрапа, сигаретпа, наркотиксемпе -  туслашма парас марри. Уйăхлăхăн тĕп тĕллевĕсем шутне тĕн никĕсĕ çинче преступленисем тăвассине асăрхаттарасси те* ачасене килсĕр-хÿтлĕхсĕр çапкаланса çÿреме хистекен сăлтавсене палăртса вĕсене йывăр лару-тăрура пулăшасси тата шкулсене вĕренме тавăрасси те кĕрет.

Сăмах май, районти кашни вĕренÿ заведенийĕ çумнех шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсене  çирĕплетнĕ, вĕсем те педагогсемпе танах çÿлерех асăннă мероприятисене ирттерессишĕн яваплă. Хула, ялсен поселенийĕсен пуçлăхĕсем çумĕнчи профилактика канашĕсен те право уйăхлăхне хастар хутшăнмалла, вырăнти ăнăçсăр çемьесене тимлĕхрен вĕçертмелле мар - ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене пурнăçлас теменнисемпе тата саккуна пăсас еннелле туртăнакан çамрăксемпе тăтăшах чĕнтерсе калаçмалла , урăхла каласан асăрхаттару ĕçне вăйлатмалла.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
25 марта 2009
00:00
Поделиться
;