Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Саккуна пăснине палăртнă

Районти хула, ял поселенийĕсенче саккуна пăхăнса тимленине асăрхаса тăрасси те прокуратура ĕçченĕсен тивĕçĕсем шутне кĕрет. Нумаях пулмасть, Вăрнар район прокуратури  Аçăмçырми ял поселенийĕн администрацийĕнче тĕрĕслев ирттернĕ.

Мĕн кăтартрĕ-ха тĕрĕслев - çитменлĕхсем пуррине. Аçăмçырми ял поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Л.С.Григорьев хушăвĕпе, акă, кунта уборщицăра тимленĕ, Аçăмçырминче пурăнакан В.И.Алексеевана хăй ирĕкĕпе ĕçрен кăларнă. Анчах та, тĕрĕслев вăхăтĕнче палăртнă тăрăх, В.Алексеева хăй ирĕкĕпе уборщица должноçĕнчен хăтарма ыйтса заявлени çырман.

Çавăн пекех, Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕн 84.1-мĕш статйине пăсса, В.Алексеевана ял поселенийĕн администрацийĕнчен уборщица должноçĕнчен хăтарни çинчен калакан хушупа паллаштарса алă пустарман.

Çак тĕслĕхсене тĕпе хурса, Аçăмçырми ял поселенийĕн пуçлăхĕ Л.С.Григорьев тĕлĕшпе РФ административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексĕн 5.27-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе административлă ĕç пуçарнă, çитменлĕхсене пĕтерме хушса представлени тăратнă. 



"Çĕнтерÿ çуле"
25 марта 2009
00:00
Поделиться
;