Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Уй-хире тухма хатĕр-и?

Тыр-пул акса çитĕнтересси - хресченĕн чи юратнă ĕçĕ. Çавăнпа яваплă тапхăр çывхарнăçĕмĕн çĕр çынни канăç паман  мĕн пур ыйтăва татса пама тăрăшать. Кăçалхи ака-суха ĕçĕсене пуçăниччен иртнĕ эрнекун «Санары» агрофирмăра хуçалăх  ертÿçисен тата агрономсемпе инженерсен семинар-канашлăвĕ пулчĕ.

«Çур акине кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттерер!» - çакăн пек лозунга «Санары» агрофирмăн машинăпа трактор паркĕнче тÿрех асăрхама пулать. Пĕр тĕллевпе тăрăшаççĕ çĕр ĕçченĕсем. Кăçал та хуçалăхра вăй хуракансем ака-суха ĕçĕсене ирттерме тĕплĕн хатĕрленнĕ. Семинар-канашлăва пухăннисем ял хуçалăх машинисем çур акине паян тесен паян тухма хатĕр пулнине курчĕç. Агрофирма ертÿçи Р.Петров мехпарка çултан çул çĕнетсе пынине пĕлтерчĕ. Икĕ хăватлă «Джон Дир» трактор тата ыттисем пурри хуçалăха уй-хир ĕçĕсене тухăçлăрах пурнăçлама пулăшать. Тыр-пула пĕр сехетре 20 тонна таран им-çамлакан агрегат та хăнасене тыткăнларĕ. Роберт Игнатьевич каланă тăрăх, ресурс перекетлекен технологисене ĕçе кĕртессипе тимлесси малашне те тĕп тĕллевсенчен пĕри пулĕ. Семинара килнисем тырă склачĕсене те çитсе курчĕç. Тулли михĕсем талккишпех выртаççĕ. Акмалли вăрлăх - тĕш тырăсем те, пăрçа йышши культурăсем те - йăлтах кондициллĕ. Агрофирма пахалăхлă вăрлăх ĕрчетессипе тимлекен хуçалăх пулни яр уççăнах курăнать.

Семинар-канашлăвăн теори пайĕ Санарпуçĕнчи культура çурчĕн актовăй залĕнче иртрĕ. Агрофирма  тилхепине тытса пыракан Р.Петров 2008 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе, кăçалхи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Пĕлтĕр ял хуçалăх культурисем лайăх тухăç панă. Ампар виçипе илсен тĕш тырăсем 38,5 центнер, çĕр улми 289 центнер тухнă. Уйрăм лаптăксенче уй-хир культурисем тата лайăхрах çитĕннĕ: «иккĕмĕш çăкăра» («Удача» сорт) кашни гектартан вăтамран 307 центнер, тырра 61 центнер пухса илнĕ.

 Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн указне пурнăçласа хуçалăхра пушă выртакан çĕрсене çаврăнăша кĕртессипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ, уй-хир культурисен лаптăкĕсене ÿстерсех пыраççĕ. Пĕлтĕр кĕрхи тулă 337 гектар, кĕрхи ыраш 33 гектар акса хăварнă. Кăçал çурхи тулă 234 гектар, урпа -  189, выльăх пăрçипе хура тула 20-шер гектар, çĕр улми 130 гектар çитĕнтерме планланă. Агрофирмăра кунсăр пуçне çĕр пулăхне лайăхлатма рапс акĕç. Агротехникăна пăхăнса ĕçлени удобрени перекетлеме май парать.

Агрофирмăна 2008 çулта тĕрлĕ бюджетсенчен 2 миллион тенкĕлĕх субсиди парса тивĕçтернĕ. Уй-хир культурисене вырнаçтарнипе иртнĕ çул хуçалăх кассине 22 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ. Паллах, çак сумма 2007 çулхинчен кăшт пĕчĕкрех. Р.Петров укçа кассăна сахалрах пырса кĕнине тыр-пула палăртнă чухлĕ сутайманнипе çирĕплетрĕ. Таса тупăш вара 2007 çулхи шайрах.

Хуçалăхра кадрсен ыйтăвне татса парассипе тухăçлă ĕçлеççĕ. Паянхи кун ĕç вăйĕ çителĕклĕ. Агрофирма ят-сумне çĕклес тесе пурĕ 53 çын ĕçлет.

Çурхи кун çулталăк тăрантарать. Çур акине ирттерме тĕплĕн хатĕрленни тĕллевсене хăвăртрах пурнăçлама пулăшĕ. Вăрнар район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ-райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ А.Борисов кăçал аграрисен пĕтĕмпе çурхи тĕш тырăсене 9403 гектар ( е пĕлтĕрхинчен 276 гектар нумайрах), çĕр улмие 1100 гектар, пахча çимĕçе 5 гектар çинче çитĕнтермелле тесе пĕлтерчĕ. Районĕпе илсен хальлĕхе тырă вăрлăхĕн 84 проценчĕ - кондициллĕ. « Санары», К.Маркс ячĕллĕ, «Хорнзор», «Янгорчино», «Победа», «Знамя», «Мураты», «Агрохмель», «Юнтапа», «Гвардеец» хуçалăхсенче уй-хире тухма хатĕр - тырă 100 проценчĕпех пахалăхлă. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, «Кольцовкăпа» «Вурнарская» агрофирмăсенче, «Броневик», «Правда», «МТС» кооперативсенче вăрлăх çÿплĕ пирки кондицие пĕтĕмпех ларайман. Александр Николаевич асăннă ял хуçалăх организацийĕсенчи ертÿçĕсене, специалистсене çитменлĕхсене пĕтерессипе хастартарах ĕçлеме ыйтрĕ.

Çĕнĕ вăрлăх - пысăк тухăç илмелли çăлкуç. Анчах та пуш уйăхĕн 18-мĕшĕ «Санары», «Агрохмель» агрофирмăсем тата Карл Маркс ячĕллĕ кооператив кăна пысăк репродукциллĕ уй-хир культурисем туяннă. Ял хуçалăх предприятийĕсем минераллă удобренийĕсене 2750 тонна, çунтармалли-сĕрмелли материалсене 1626 тонна кÿрсе килнĕ.

Шел те район уй-хирĕнче пур çĕрте те тыр-пул, çĕр улми ÿсмест. Çум курăк пусса илнĕ çĕр лаптăкĕсем Пăртас (325 гектар), Вăрманкас (390), Кульцав (360) ял тăрăхĕсенче пур. Вĕсене пусă çаврăнăшне кĕртсе пырассипе тăрăшмаллах. Парлак çĕрсен çуррине «Синтез-Агро» тулли мар яваплă общество туяннăччĕ. Анчах пĕлтĕр шанăçа тÿрре кăлараймарĕ: ака-суха ĕçĕсене ирттермерĕ.

Кăçал Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ хресчене ял хуçалăх культурисене туса илессипе сатуртарах тимлеме йыхравлать. Техникăсăр усĕм-çитĕнÿ тума çук. Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп инженерĕ В.Никифоров культиваторсен 83 проценчĕ, сеялкăсен - 82, çĕр улми лартмалли сажалкăсен - 81, тракторсен 80 проценчĕ юсавлă пулнине каларĕ. Пĕлтĕр ял хуçалăх предприятийĕсем мехпарксене 70,5 миллион тенкĕлĕх техника илсе пуянлатнă. Хăш-пĕр хуçалăхсенче укçа-тенкĕ çитмен пирки кивĕ, хăйсен вăхăтне ĕçлесе татнă ял хуçалăх машинисемпе усă кураççĕ.  Кунашкал техника уйрăмах «Правда», «Юнтапа», «Родник» хуçалăхсенче сахал мар.

Ку çул ял хуçалăх прдприятийĕсем  банксенчен кредит илсе, лизинг мелĕпе тата хăйсен укçипе мехпарксене 56 миллион тенкĕлĕх çĕнетесшĕн. Ял хуçалăхне аталантарнă çĕре патшалăх çултан çул укçа ытларах хывать. Иртнĕ çул ял хуçалăх предприятийĕсем валли 90 миллиона яхăн субсиди уйăрнă. 

Шалти ĕçсен районти пайĕн ГИБДД уйрăмĕн  пуçлăхĕ Р.Убаков сăмах илнĕ май ĕççи вăхăтĕнче хăрушсăрлăх техникин правилисене пăхăнмалли, сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пымалли çинчен асаилтерчĕ. Шалти ĕçсен районти пайĕн пуçлăхĕн  заместителĕ В.Терентьев хуçалăх пурлăхне упрасси çине ытларах тимлĕх уйăрма ыйтрĕ.

Семинарта Раççей ял хуçалăх банкĕн тата Раççей Перекет банкĕн районти уйрăмĕсен ертÿçисем И.Кошкинапа Н.Григорьева та сăмах илчĕç. Вĕсем тĕнчери финанс кризисне пăхмасăр хуçалăхсене çур аки ирттерме кивçен укçа уйăрса парассине пĕлтерчĕç.

Ял хуçалăх техникине, нефть продукчĕсене тăратакан предприяти-организацийĕсен представителĕсем те тухса калаçрĕç.

Çур акине тухиччен нумай вăхăт юлмарĕ. Район пуçлăхĕ А.Кузьмин ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене  те ял хуçалăхĕпе кăсăкланма ыйтрĕ. Хуçалăх ертÿçисене пулăшса пырсан ĕç кăтартăвĕсем тата пысăкрах пулĕç. Анатолий Иванович район аграрийĕсен ертÿçисене, специалисчĕсене çур акине кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме сунчĕ, ĕç сыхлавĕн йĕркисене яланах çирĕп пăхăнмаллине каларĕ. Уй-хире тухма лайăх хатĕрленнĕшĕн «Санары»агрофирмăн ертÿçине, çавăн пекех ĕç коллективне тав сăмахĕ каларĕ.              



"Çĕнтерÿ çуле"
25 марта 2009
00:00
Поделиться
;