Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

УСАЛЛИ АШКĂНУРАН ПУÇЛАНАТЬ

транспорт çинчи шалти ĕçсен Чăваш енри линейнăй пайĕн çула çитмен çамрăксемпе тимлекен инспекторĕ  милици лейтенанчĕ

 

Çемье ăшшине курмасăр, килсĕр-хÿтлĕхсĕр çапкаланса çÿрекен ачасем хальхи вăхăтра, шел пулин те, чылай. Вĕсем автомашинăсем, поездсем айне лексе вилнĕ, сусăрланнă тĕслĕхсем те çук мар. Чăнах та паян, пысăк технологисен ĕмĕрĕнче, ачасене чи малтан çывăх çынсен тимлĕхĕ кирли çинчен манатпăр. Çемьере юратăва, ăнланулăха тупаймасăр вĕсем çакна ют çынсенче, обществăра шыраççĕ,  çемьерен ютшăнсах пыраççĕ. Урамра вара  «вĕрентес» текенсем чылаййăн тупăнĕç. Каярахпа, вăхăт иртсен, кăна ашшĕ-амăшĕсем ывăлĕĕрĕсем хăйсене урăхла тытма пуçланине туяççĕ, сиенлĕ йăласемпе туслашнине асăрхаççĕ. Кун пек чухне  кая юлнă калаçусем пулăшасси те иккĕлентерет. Пĕр шухăш кăна тĕрĕс: маларах ăçта пулнă-ши эсир; Хăш-пĕр чухне аслисем  пурнăç тăвассине, карьера картлашкипе хăпарассине «пуçĕпех» путнă та,  тăван тĕпренчĕкĕсене те асăрхами пулаççĕ. Калама хăрушă, анчах теприсемшĕн харпăр хăй ачи - чăрмав.

Çемьере мĕн пулса иртни ют çын ĕçĕ мар тейĕç. Пĕр шутласан, çавăн пекех пулĕ. Анчах аса илер-ха: ашшĕ-амăшĕсем, уйрăмах ÿсĕрле, ывăлĕĕрĕсене хĕн кăтартнă, сăмахпа хăртнă, хĕнесе сусăрлатнă, пурнăçĕсене татнă тĕслĕхсем тĕнчере сахал-и; Çавăнпа та киревсĕрлĕхе курса тăнă çĕрте курмăш ан пулăр. Пĕр ачана та пулин çăлса хăварни темрен те хаклă.

Хăш-пĕр ачасен темĕн те пĕлессишĕн çунни чикĕсĕр. Çавнашкаллисем, уйрăмах ашшĕ-амăшĕсем енчен тĕрĕслев çук-тăк, хăйсен вăхăтне ытларах урамра ирттереççĕ. Малтанах пĕтĕмпех ашкăнуран пуçланать, кайран киревсĕр ĕçсемпе çыхланаççĕ - ăмсантаракан çимĕç яланах илĕртет-çке. Çапла, çамрăксем хăйсем преступленисене хутшăнаççĕ е вĕсене хирĕçле тискерле ĕçсем пулса иртеççĕ. Акă кăçалхи февралĕн 15-мĕшĕнче 4 сехет те 40 минутра Т. Николаева тата февралĕн 25-мĕшĕнче 12 сехет те 40 минутра С. Порфирьев (иккĕшĕ те çула çитменскерсем) Канаш станцийĕнчи чукун çул çине тата Вăрнар-Çĕмĕрле пĕрешкене тухнă, çавăнпа та тавар турттаракан поездсен машинисчĕсен вĕсене суранлатас мар тесе транспорта васкавлăн чарма тивнĕ. Т.Николаевапа С.Порфирьева тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсене административлă явап тыттарнă.

Чăннипе каласан, аслисем енчен тĕрĕслев, çирĕплĕх çукран ачасем эрех-сăрапа туслашнă тĕслĕх те сахал мар. Çула çитменннисем А.Иванов тата А.Кузьмин, сăмахран, ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ те Канаш станцийĕн чукун çул вокзалĕнче çÿренĕ, çак сăлтавпах йĕрке хуралçисен аллине лекнĕ. Кун пек чухне кам айăплине шырама вăхăт çук, ачасене сиенлĕ йăла ытамĕнчен уйăрма тăрăшмалла.

Асăрхаттаратпăр: çула çитменнисем йĕркене пăснă кашни тĕслĕхшĕн те, хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаншăн та ашшĕ-амăшĕсене административлă явап тытараççĕ.

Пурне те чĕнсе калатпăр: тавралла çаврăнса пăхăр, хÿтлĕхсĕр ачасене те тимлĕхсĕр, ырă сăмахсăр ан хăварăр.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
25 марта 2009
00:00
Поделиться
;