Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Юратнă почтальонка

Почтальон ĕçĕ çăмăл мар. Унăн кирек мĕнле çанталăкра та ял халăхне хаçат-журналпа, çыру-телеграммăпа, ватăсене пенсипе тивĕçтермелле.

Альбина Константиновна Григорьева Кĕçĕн Кипекри почта уйрăмĕнче ултă çул ытла ĕçлет. Вăл пире кулленех юратнă пичет изданийĕсемпе савăнтарать. Эпир шăллăмпа иксĕмĕр «Сказка-раскраска», «Солнечный зайчик», «Тетте» журналсене чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Альбина Константиновна ырă кăмăллă хĕрарăм, пуринпе те вашават, çепĕççĕн калаçать. Çавăнпа ăна пурте хисеплеççĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
25 марта 2009
00:00
Поделиться
;