Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕçĕпе хăратса ют хваттере кĕнĕ

РФ Прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн районсем хушшинчи Канашри  следстви пайĕн  следователĕ

 

Ÿсĕр çынран тем те кĕтме пулать. Ăс-тăн улшăннипе хăй мĕн хăтланнине  лайăх ăнланать-ши вăл; Шутласа пăхăр-ха: спиртлă шĕвексене пула миçе çын преступник пулса тăнă. Пирĕн республикăра, районта çырăннă киревсĕр ĕçсенченех, акă, нумайăшĕ - эрех витĕмĕпе минресе тунисем. Анчах çакă, паллах, явапран хăтармасть, айăплава йывăрлатать кăна.

Кăçалхи февралĕн 27-мĕшĕ умĕнчи каçхине Вăрнарта пулса иртнĕ преступленине те çак сăлтавпах ăнлантарма пултарать. Самаях ĕçсе хĕрнĕ А. Шеянов Вăрнарта пурăнакан Н. Павлован хваттерне кĕме шутланă, анчах хăнана чĕннипе мар - хуçи ирĕкĕсĕр.  Ку киревсĕр шухăша пурнăçа кĕртес тесе çакскер хăйĕн хваттерĕнчен икĕ çĕçĕ илсе тухнă, 1 сехет те 30 минутсенче хĕрарăмăн хваттерĕ умне  çитсе тăнă та шăнкăрав кнопки çине пуснă. Шалтан алăка уçсанах арçын, çĕçĕпе хăратса, Н. Павлована тĕртсе янă, хăй пÿлĕмелле кĕрсе кайнă. Çапла майпа А. Шеянов , хăй йĕркене хирĕçле ĕç тунине ăнланса, юриех саккунсăр майпа ют хваттере кĕнĕ, Н. Павлован  Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 25-мĕш статйинче палăртнă конституциллĕ правине пăснă. Ÿсĕр арçын ют килтех юлма шутланă тейĕн, кунта килсе çитнĕ милици сотрудникĕсем кăна ăна илсе тухма пултарнă.

Ку преступление тунă А. Шеянов тĕлĕшпе кăçалхи мартăн 6-мĕшĕнче РФ Уголовлă кодексĕн 139-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
28 марта 2009
00:00
Поделиться
;