Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Патриотлăх пирки

Н.ФЕДОРОВ, ЧР Президенчĕ.

Патриот вăл - хăйĕн Тăван Çĕршывне, тăван халăхне юратакан çын, вĕсен чи лайăх йăли-йĕркине парăннă çын.

Ман балкон айне магазин лартрĕç те, хушăран ун умĕнче çĕрĕпех çамрăксен ушкăнĕ хĕвĕшет. Кусем мирлĕн çатăлтатнă самантра «Собчак» тени хăлхана кĕчĕ. Сăмах хушрăм: «Ксюшăна пĕлетĕр-ха, эппин;» «Унăн «иккĕмĕш килне» те, Анфиса Чехована та («Секс с Анфисой» - авт.) пĕлетпĕр!» «Юлашки герой хăйĕн çăтмахĕнчен миçе мельюнпа таврăнчĕ-ши;» «Вăт, куна каламарĕç-ха!» «Зоя Космодемьянская çинчен илтнĕ-и; Мускаври 201-мĕш вăтам шкул хĕрĕ пулнă. Совет Союзĕн Геройĕ...» Ансат ыйтусем çине хурав илеймерĕм эпĕ.

Эсир пĕр-пĕр рабочие (ткачихăна, фермершăна) е çуралнă кунĕпе, е ĕçри çĕнтерĕвĕпе олигарх е депутат саламланине курнă-и; Ксюшăна, авă, çуралнă ятпа олигарх чуп тăвать, бизнесмен хаклă парнесем тыттарать, кăпăш аллине ачашласа «едрос» саламлать. Вара поп-çăлтăрсем çупăрласа илеççĕ. Тепĕр куннех ăна Францире сĕтел-пукан выставкинче куратпăр. Матраса тÿрккессĕн тĕксе пăхрĕ те: «Секс валли мар!» - тесе хучĕ. Усал сăмахне «пик-пик!» айне турĕç.

Ксюша Собчакпа Сергей Зверев йышшисенчен ТВ мĕншĕн хăпма пĕлмест; Вĕсенчен, «нашистсенчен» çитĕнекен яш-кĕрĕм валли фирма палли туса хурасшăн. Акă вăл - кризиса пăхмасăр ашкăнакан элитлă йăх! Акă вĕсем - «юлашки геройсем»!

РФ Президенчĕ Д.Медведев Санкт-Петербургра январĕн 27-мĕшĕнче ЕГЭ валли Раççей историйĕпе хатĕрленĕ ыйтусене тарăхса вуларĕ. Вăл провокаци вырăнне хунă пĕр теста вырăслах илсе кăтартам-ха: «Что является следствием коренного перелома в ходе войны: выход Японии из войны; переход стратегической инициативы к Красной Армии; распад антигитлеровской коалиции; расстрел всех немецких солдат; находящихся в советском плену;..» «Чудовищно!» - чăтаймарĕ Президент. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин тапхăрне кунашкал тестсемпе тата учебниксемпе вĕрентме юрамасть, историе хисеплес пулать, тесе палăртрĕ.

Вĕçĕмсĕрех иртнине ылханса лапăртанипе пурнăç каймасть иккен. Халь либерал-мăкратсен чĕлхинче те «патриот» сăмах илтĕнкелет. Д.Сорос ачисем миллиардер укçипе шакăланă учебниксене пăрахăçлама тивет. Çук вĕсенче пирĕн çĕршыв чăнлăхĕ, историе кутăн-пуçăн тÿнтерле тавăрнă. Мĕн курмарăмăр пуль иртнĕ çирĕм çул хушшинче! Мускаври асфальт хресченĕ, «патриотизм - прибежище негодяев» тенĕ Ю.Черниченко, Б.Ельцин çумне тĕршĕниччен патриотлăха мухтаса ят илнĕскер, тайăлса йÿтерĕ пулмалла, шăпăртах ларать, тен, сутăнчăксем вырăнне патриотсем килессе туять.

А.Яковлев, М.Горбачевăн çумçаккилле идеологĕ, 80-мĕш çулсен вĕçĕнче хăйĕн эмиссарĕсене клубсемпе библиотекăсене  хăваласа кăларнăччĕ. Патриотла литературăна çÿп-çапа пăрахмалла. Совет Союзне, Раççее юратма чĕннĕ плакатсене туртса çурмалла. Пионер е комсомолец-геройсем - ытлашши. Хриссан Степановăн таса ячĕпе Кульцаври Геройсен галерейине аран упраса хăвартăмăр. Эмиссар тĕлĕнсе-хăраса кайнă: «Епле-ха пĕр ялта çавăн чухлĕ Герой;» Ухмахлăхпа чĕр мăшкăлăн чикки-чаракĕ çук: халь ак «патриотсен партийĕ» таранах пурăнса çитрĕмĕр...

Çĕршывăмăр ăна чăн-чăн патриочĕсене - фронтпа тыл паттăрĕсене, ветерансене уйрăмах йывăр килчĕ (уявĕсенче ОМОНа явăçтарса хĕнерĕç, çăмăллăхĕсене турта-турта илчĕç, Аслă Çĕнтерÿ символĕсене тапăнса тăчĕç, «Штрафбат», «Курсанты», «Диверсант», «Московская сага» йышши кинофальшивкăсемпе пусмăрларĕç т.ыт.те, тата тем те пĕр).

Çĕнтерÿçĕ-çар уявĕнче - февралĕн 23-мĕшĕнче «Ржев. Неизвестная битва Георгия Жукова» телефильм кăтартрĕç. Документлă япала пулĕ тенĕччĕ. Черетлĕ фальшивка. Прессăран асăрхарăр пулĕ: чăнлăха сĕмсĕррĕн пăснипе фронтовиксем çырлахас çук. Çар наукисен академийĕн президенчĕ, истори наукисен докторĕ, çар наукисен докторĕ М.А.Гареев арми генералĕ çапла çырчĕ: «Ржев патĕнчи çĕнтерÿсĕр Сталинградри тата Курск пĕккинчи çĕнтерÿ пулмастчĕ. Фильмра пирĕн салтаксемпе çар начальникĕсене юри айванла кăтартнă. Геройсем - фашистсем. Вĕсемех - событисене хаклаканĕсем. Нацистсем кунта... Мускав умĕнче, хăйсен çĕршывне хÿтĕленĕ-мĕн, Хĕрлĕ Çар аркатнăран мар, хăйсен ирĕкĕпе анăçалла тарса тухнă...»

Аслă Çĕнтерĕвĕн черетлĕ юбилейĕ умĕн пакăç хайлавсем татах та пулĕç-ха. «Ржев» хыççăн А.Сердюков салтакĕн ик аллине пăшалне пăрахса çĕклемелле-ши; Çитменнине «Ржевпа» пĕрлех Ксюша çине пăхкаларăмăр. Олигархсен иккĕмĕш ăстрăмри маттурĕ С.Полонский Каннăра каннă май пĕр кĕленчи 600 евро тăракан шампанскипе шыва кĕнине пĕлтĕмĕр. «Камăн миллиардсем çук, кут шăтăкне кайăр!» - текелерĕ.

Çĕнĕ Патриарх Кирилл кĕлле пынă ушкăн умĕнче тĕслĕх факторĕ çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ĕнентерсе калаçрĕ. Ырă тĕслĕхе, эппин, влаçран та илсе вĕренесчĕ! «Строев çемйинчен» тĕлĕнтĕмĕр. «Вăл пире «Орелстрой», «Орелэнерго», «Орловская Нива», «Орловское полесье» акцийĕсене тавăрса патăр», - терĕ А.Козлов, Строев пуканне  йышăннă çĕнĕ губернатор. Хăй вара Егор Семенович Федераци Канашĕнче Орел облаçĕн представителĕ пултăр тесе указ кăларать. Эппин, иккĕшĕ те пĕр калăпран. Архангельск губернаторĕ И.Михальчук сунара Якути таранах пăшал çакса каять. Волгоград облаçĕн тĕп налоговикĕ хир качакине юратать, луç тытма Камчаткăна çÿрет. Госдумăри представитель А.Косопкин архарсен какайĕшĕн пуçне çирĕ...

Президент указĕпе ку çула Çамрăксен çулталăкĕ тенĕ. Çамрăксене, паллах, патриотла йăла-йĕркепе ÿстермелле. Пирĕн спорт, туризм, çамрăксен политикин енĕпе ĕçлекен министерство пур. Программăллă документсем пуррине пĕлместĕп. Телевиденипе радиора çамрăксен редакцийĕсем курăнмаççĕ. Ăпăр-тапăр шоу вырăнне «Патриот» программа йĕркелесчĕ. Правительствăн «Раççей яш-кĕрĕмĕ» программине темшĕн хупса хучĕç; «Раççей ачи-пăчи» программăна малалла тăсман.  Компьютер вăййисенче 85 процент таран вăрçă пырать - тÿлĕк вĕлереççĕ!

Тахçан эпир «Ырă сăн-пит» - «Хаяр сăн-пит» темăпа тĕрленчĕксем çырнăччĕ. Кашни ачан хирĕçле икĕ сăнар калăпламалла. Пархатарли шучĕпе çывăх тăван пулма пултарчĕ. Тепри - е асра тăрса юлни, е куç умĕнчи, е художник картини. Паян эп К.Собчакпа З.Космодемьянскаян курăмлăрах, анчах пĕр тĕслĕрех портречĕсене юнашар лартса 9-10-мĕш классенче сочинени çыртарнă пулăттăм. Пите ăшран çапса тăракан сăна-сăнара ачасем мĕнле çырса кăтартĕç; Икĕ ĕмĕрти ăру паллисене  сăнран уйăрайĕç-и; Çав икĕ ĕмĕрти хĕрсем çинчен мĕн пĕлеççĕ; Патриотлăх темине Раççей Президенчĕ хăй хускатрĕ пулсан, ĕçлемелли, шухăшламалли пайтах тупăнĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
28 марта 2009
00:00
Поделиться
;