Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çил-тăвăл çурт тăррисене сиенлетнĕ

Иртнĕ эрнинче мартăн 26-мĕшĕ валли синоптиксем çанталăкра ырă мар пулăмсем пуласси çинчен прогноз тунăччĕ.  Тăвăллă çил тухасси  пирки (пĕр çеккунтра 18-23 метр таран çитмелле тесе)  чылай малтан асăрхаттарнă май, районта тивĕçлĕ службăсене хăвăрттăн ура çине тăратнă, чрезвычайлă ситуаци пулас-тăк вĕсене пĕтерме пурте хатĕр пулнă.

Метеорологи специалисчĕсем пĕлтернĕ пекех кĕçнерникун  тахăш вăхăтра асар-писер  çил-тăвăл пуçланчĕ. Кассăн-кассăн вĕрнĕ чух тепĕр çынна та вырăнтан тĕксе хускататчĕ, йывăçсен тураттисене хуçа-хуçа пăрахатчĕ те, çил вăйĕ самаях пысăкччĕ çав. Район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă ситуацисем енĕпе тимлекен пайĕн пуçлăхĕ К.Сидоров пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн тăрăхра  нимĕн те çĕмĕрмесĕр-аркатмасăр, лăпкăн   иртсе каяйман ку çил-тăвăл. Телее, хăрушă инкексемех пулса иртмен,  ытларах вăл çуртсен тăррийĕсене сиенлетнĕ. Вăйлă çил алхаснипе ,акă, Вăрнарта, Пăртасра тата Аçăмçырминче шар курнă. Çак асар-писер кун хыççăн поселокри ача-пăча пултарулăх çурчĕн, Пăртасри шкул котельнăйĕн, Аçăмçырми ялĕнчи культура çурчĕн (кунта  çил шифер листисене 10 енне илсе кайнă) юсама тивнĕ. Пăртасри шкул котельнăйĕнче вара 2 метр тăршшĕ тĕтĕм çулĕ те сиенленнĕ.

Халĕ çил-тăвăлтан шар курнă вырăнсенче юсав ĕçĕсене васкавлăн ирттереççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 апреля 2009
00:00
Поделиться
;