Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тăрăшсан ĕç ÿсĕнет

«Апк аталанăвĕ» наци проектне 2008-2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантармалли, ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр тавар тата апат-çимĕç рынокĕсене йĕркелемелли программа малалла тăсать. Пĕлтĕрхи кăтартусем лайăх. Кăçал та программăна пурнăçлассипе районта тĕллевлĕн ĕçленине палăртмалла.

Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп зоотехникĕ Г. Романов пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи икĕ уйăхра  мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче сĕт тата аш-пăш туса илесси 110,2 тата 120 процент ÿснĕ. Çак тапхăрта килти хушма хуçалăх тытакансем уйрăмах хастар тимленĕ. Ĕçченсем мĕнле те пулин тупăш илме тăрăшаççĕ. Вĕсем аш-пăш 766 тонна туса илнĕ е плана 159 процент пурнăçланă. Ял хуçалăх предприятийĕсенче вăй хуракансен ĕç кăтартăвĕ пĕчĕкрех - кăрлач-нарăс уйăхĕсенче  аш 325 тонна е иртнĕ çулхи шайăн 77 процентне туса илнĕ.

Сĕт туса илес енĕпе ял хуçалăх организацийĕсенче тăрăшакансем ÿсĕмлĕрех ĕçленĕ: плана 111 процент пурнăçланă. Паллах, сăвăма, ĕнесен хисепне ÿстернипе, ăратлăха лайăхлатнипе сĕт ытларах суса илнĕ. «Янгорчино» кооператив халăхпа тачă çыхăнса ĕçлет: кăçалхи икĕ уйăхра ял çыннисенчен 8,7 тонна сĕт пухнă.

Мĕнпур тытăмри  хуçалăхсенче шултра мăйракаллă выльăхсен хисепĕ пĕлтĕрхи шайрах -  18702 пуç. Сысна ĕрчетессипе курăмлăрах ĕçлени курăнать. «Чух-чухсене» йышне ял хуçалăх предприятийĕсенче 107 процент, хушма хуçалăхсенче 102 процент ÿстернĕ.

«Лашасăр алсăрпа пĕрех», - тенĕ ваттисем. Маттур ял çыннисем ут усрама çăвĕпех утă хатĕрлеççĕ. Вĕсем лашасен хисепне чакарман. Ял хуçалăх предприятийĕсенче вара ут-урхамахсене  253 пуç е иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 50 пуç сахалрах тытаççĕ.

Мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче качакасемпе сурăхсене 9587 пуç усраççĕ. Ку кăтарту пĕлтĕрхи икĕ уйăхпа танлаштарсан пĕчĕкрех.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
01 апреля 2009
00:00
Поделиться
;