Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Туслăх кĕперĕ çирĕп

Çĕнĕ Шупашкарта çулсерен йĕркелекен Вăрнар район кунне тивĕçлипех кĕçĕн ентешлĕх теме пулать. Кăçал та вăл хамăр тăрăхра çуралса ÿснĕ, халĕ ку хулара тĕпленнĕ çынсене нумайлăха асра юлмалла уява пуçтарчĕ. Ун ăнăçлăхне районти вун-вун ертÿçĕ, спортсменсем, культурăпа вĕрентÿ ĕçченĕсем тÿпе хыврĕç.

Тĕл пулу Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 3-мĕш спорт шкулĕнче иртнĕ волейбол вăййинчен пуçланчĕ. Юлташла турнирта пирĕн спортсменсем «Лидер» командăпа тупăшрĕç. Кил хуçисене выляса ячĕç пулин те, сетсенче вĕсем титуллă волейболистсенчен пĕртте кайра пулмарĕç.

Хыççăн Вăрнар район делегацийĕ Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕпе Вениамин Петрович Артемьевпа пĕрле çак çурт çине Леонид Шевницина асăнса Асăну хăмине уçнă çĕре хутшăнчĕ.

Официаллă пай «Химик» культура çуртĕнче иртрĕ. Ăна пуçличчен сумлă хăнасем площадьре сарăлнă хамăр районти предприятии-организацисен суту-илÿ куравĕпе паллашрĕç. Хула çыннисем Вăрнарти аш-какай комбиначĕпе хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕн продукцийĕсене, «Санары» тата «Агрохмель» ТМЯО-н, «Янгорчино» хуçалăхăн çĕрулмине кăмăлласа туянчĕç.  

- Ас тăватăр-и, эпир, иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче çуралнисем, пурте ялтан хуланалла ăнтăлаттăмăр, çак хулана çĕклессине тÿпе хывма ĕмĕтленеттĕмĕр, - Вăрнар район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин çак сăмахсемпе залра ларакансем хушшинче чăнахах тăванлăх, ентешлĕх туйăмĕсене чĕртрĕ. Аса илÿпе, паянхи хула мăнаçлăхĕпе çиçекен куçсем те, тăвăллăн алă çупни те унпа килĕшнине çирĕплетрĕç.

Пултарнă, Анатолий Иванович та хăй ăрăвĕпе тан Çĕнĕ Шупашкар чĕрĕлĕвне-аталанăвне хăйĕн ĕçĕпе ăсне хывма пултарнă. Анчах та вăл тĕрĕсрех утăм тунă: ашшĕ халалне çĕре ÿкермесĕр тăван тăрăхра юлнă, тăван района çĕклес çăмăл мар ĕçе кĕрешнĕ.

- Ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ пулса тăнă, - Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Вениамин Артемьев вырăссен каларăшне хушса хуни ăнсăртран мар. Çак сăмахсемпе вăл Анатолий Ивановичăн вунă çулхи ĕçне пысăка хурса хакларĕ. Унăн ертсе, йĕркелесе пырас ĕçри пултарулăхĕ, вăл хăй тавра чăннипех ĕçлес кăмăллă команда пухни паян района лидерсен йышне кăларма пултарнине, ун тивлечĕпе Вăрнар районĕ аталану çулĕпе сулмаклăн утнине ырласа палăртрĕ.

Çак тĕл пулу ентешлĕх уявĕ кăна мар, икĕ хăй тытăмлăх хушшинчи ĕçлĕ хутшăнусемпе туслăха çирĕплетекен кĕпер те. Ăна малалла тата та çирĕплетме калаçса татăлса Анатолий Кузьминпа Вениамин Артемьев алă тытрĕç, пĕр-пĕрне Тав хучĕсемпе парнесем тыттарчĕç.

Районти артистсен пултарулăхĕ уйрăмах лайăх кăмăл-туйăм хăварчĕ. Çакна çĕнĕ-шупашкарсем концерт хыççăн пĕри те тепри палăртрĕç. Поселенисем хушшинчи культурăпа кану центрĕ çумĕнчи «Тивлет» ансамблĕн, Вăрнарти 1-мĕш тата 2-мĕш шкулсенчи вĕрентекенсен квартечĕсен, район администрацийĕн ĕçченĕсен трио юрлакан çепĕç юррисем, ярăнакан ташшисем, районти тĕп библиотека ĕçченĕсен Раççей артисчĕсем çине лартнă пародийĕсем, Вăрнарти 3-мĕш «Ромашка» ача садĕнче ĕçлекенсен ташшисем чăнахах та чунсене çĕклентерчĕç. Концерта çавăн пекех Вăрнар тăрăхĕнчен тухнă Стас Владимиров, Людмила Семенова тата Маргарита Туринге  эстрада юрăçисем, кунсăр пуçне Иван Христофоров, Надежда Кузьмина тат Зоя Никифирова та хутшăнчĕç.

Халĕ хăнасене йышăнма вăрнарсен черет - çĕнĕ-шупашкарсем пирĕн района май уявĕсем умĕн килсе çитме планлаççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 апреля 2009
00:00
Поделиться
;