Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнара - Патшалăх Думин депутачĕ

Эрнекун, апрелĕн 3-мĕшĕнче, района ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ П.В.Семенов килет. Чи малтанах вăл район пуçлăхĕпе А.И.Кузьминпа тĕл пулать, ĕçлĕ ыйтусене сÿтсе явать.  Каярахпа депутат «Август» фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашать, 11 сехет те 15 минутра кунтах поселокри граждансене тĕрлĕ ыйтусемпе йышăнать.  Калинино тата Кульцав ял поселенийĕсенче  пурăнакансем те Павел Семенова хăйсене пăшăрхантаракан-кăсăклантаракан ыйтусене пĕлтерсе хуравсем тупма пултараççĕ. Калининăра тĕлпулу - 14 сехетре, Кульцавра 15 сехетре пуçланать.

Çавăн пекех РФ-ĕн Патшалăх Думин депутачĕ Кÿстÿмĕрти «Ивушка» ача сачĕн 20 çулхи юбилейне халалланă уява хутшăнать, кунта çÿрекен ачасемпе та та вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе, воспитательсемпе, районти  ытти ача сачĕсен заведующийĕсемпе тĕлпулу ирттерет.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 апреля 2009
00:00
Поделиться
;