Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Саккуна пăсакансене алхасма памастпăр

Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин экономикăри преступленисене хирĕç кĕрешекен Çĕмĕрлере  вырнаçнă оперативлă шырав чаçĕн оперуполномоченнăйĕ милици аслă лейтенанчĕ

 

 

Мартăн 16-мĕшĕнче экономикăри преступленисемпе кĕрешекенсем хăйсен профессиллĕ уявне паллă турĕç. Кăçал, акă, харпăрлăха çаратнипе кĕрешекен пая (ун чухне вăл çапла ятлă пулнă) йĕркелесе янăранпа 72 çул çитрĕ. Çак тапхăрта ку тытăмра тимлекенсем çĕршер-пиншер кăткăс преступление уçса панă, тĕрлĕ организаци-предприятинче çаратакансене тăрă шыв çине кăларса явап тыттарнă.

Иртнĕ 2008 çулта кăна Вăрнар районĕнче экономика преступленийĕсене 52 шута илнĕ (виçĕмçул 60 пулнă). Сăмах май, киревсĕр ĕçсен пĕтĕмĕшле шутĕнчен 47-ĕшне Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин экономика сферинчи преступленисемпе кĕрешекен Çĕмĕрлере вырнаçнă оперативлă-шырав чаçĕн сотрудникĕсем шырав мероприятийĕсене ирттернĕ май тупса палăртнă. Мĕнле преступленисем-ха ытларах; 20-шĕ, акă, пĕр-пĕр должноçа йышăнакан çынсем тунисем: вĕсенчен 17-шĕ вĕренÿ заведенийĕсенчи должноçри çынсемпе çыхăннă (РФ Уголовлă кодексĕн 292-мĕш статйипе ĕçсем пуçарнă), РФ Уголовлă кодексĕн 293-мĕш статйипе пăхнă тепĕр преступлени тата взятка илнĕ икĕ тĕслĕх. Кунсăр пуçне 8 йывăр тата 4 пысăк преступленилле ĕçсем çырăннă, ку кăтартусем вĕçĕмçулхинчен пĕчĕкрех. Пĕлтĕр халăх сывлăхне тата  обществăлла нравственносте хирĕçле 17 киревсĕр ĕç пулса иртнĕ, ушкăнпа тунисем - иккĕ. Çак киревсĕрлĕхсемшĕн айăплисене, паллах, малалла алхасма паман, вĕсен çулне пÿлме май килнĕ. 2008 çулта 13 çынна уголовлă явап тыттарнă.

Пĕлтĕр, акă, Калинино райповĕн пĕр ялти лавккинче тавар инвентаризацине ирттернĕ. Тĕлĕнмелле те, тĕрĕслев вăхăтĕнче лавккара пысăк суммăлăх пурлăх тухман. Укçи сахал мар, хăш вăхăтра çакнашкал тăкак тума ĕлкĕрнĕ-ши; Апла пулин те, оперативлă шырав ĕçĕсем таварпа материаллă пурлăха лавкка заведующийĕ çаратнине кăтарса панă. Çавна май ун тĕлĕшпе РФ Уголовлă кодексĕн 160-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă, паянхи куна следстви мероприятийĕсем пыраççĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
04 апреля 2009
00:00
Поделиться
;