Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ÇАР ÇЫННИН ЯЧĔ СУМЛĂ

Шăматкун, апрелĕн 4-мĕшĕнче, районти культура çуртĕнче ларма-тăма вырăн пулмарĕ. Чăваш Республикинчен тухнă, халĕ Мускавра пурăнакан офицерсен «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» юлташлăхăн вырăна тухса ирттерекен пухăвне Вăрнар тата Йĕпреç районĕсенчи çара кайма хатĕрленекенсем, аслă классенче тата кадет класĕсенче вĕренекенсем, вăрçă участникĕсемпе ветеранĕсем те йышлăн пухăннă. Офицерсем кăнтăрлаччен Вăрнар тата Йĕпреç районĕсенчи хăш-пĕр шкулсенче тĕл пулусем ирттернĕ. Хăнасем хушшинче - Анатолий Григорьев, Эрик Васильев, Сергей Музяков, Вячеслав Ильин, Владимир Теллин, Владимир Архипов, Сергей Исаков, Иван Николаев полковниксем, Вăрнар тата Йĕпреç районĕсен пĕрлештернĕ çар комиссариачĕн çар комиссарĕ Сергей Данилов, Чăваш Республикин çар комиссарĕн воспитани енĕпе ĕçлекен помощникĕ Сергей Гордеев подполковник, паллă ученăй Геннадий Волков, Юхма Мишши писатель, космонавтикăна пулăшакан «Байконур-Шупашкар» ассоциаци президенчĕ Валериан Тихонов, Вăрнар тата Йĕпреç районĕсен пуçлăхĕсем Анатолий Кузьмин тата Анатолий Петров, административлă тата обществăлла организацисен ертÿçисем, Мăн Явăшри  Çарпа Ĕç мухтавĕн музейĕн йĕркелÿçи Владимир Толстов, спорт ветеранĕ Аркадий Смирнов.

Пухăва «Тăван Çĕршыв ывăлĕсем» обществăлла организаци председателĕн пĕрремĕш заместителĕ çар наукисен докторĕ Иван Николаев полковник уçрĕ, сцена çине организаци ялавне илсе хăпарчĕç, Раççей тата Чăваш ен Гимнĕсем мăнаçлăн янăрарĕç.

Чăваш Республикин çар комиссариачĕн представителĕ Сергей Гордеев пĕрремĕш тухса каларĕ. Паянхи çамрăксем те Тăван Çĕршыва шанчăклă хÿтĕлеççĕ, çуркунне Раççей Хĕçпăшаллă Вăйĕсен ретне хамăр республикăран 2900 призывник тăрать, терĕ вăл.

- «Тăван Çĕршыв ывăлĕсем» обществăлла организацин тĕллевĕ - çамрăксене аслă ăрусен мухтавлă тĕслĕхĕсемпе Раççейĕн шанчăклă сыхлавçисем пулма воспитани парасси, - терĕ Иван Николаев полковник. - Офицерсенчен ытларахăшĕ ялта çуралса ÿснĕ, ачаран ĕçе хăнăхнă.

Вăл каччăсемпе хĕрсене хăюллăн çар вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕме чĕнчĕ.

Пухăннисем хамăрăн мухтавлă ентеш - Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи Полномочлă представителĕн пĕрремĕш заместителĕ Анатолий Григорьев полковник тухса каланине уйрăмах тимлĕн итлерĕç. Вăл Вăрнарти вăтам шкултан вĕренсе тухнă.

- Атте, совет офицерĕ, иртнĕ вăрçăра паттăррăн çапăçса пуçне хунă, - терĕ А.Григорьев. - Вăл пире, хăйĕн икĕ ывăлне, çар çынни пулма, Тăван Çĕршыва шанчăклă сыхлакансен ретне тăма пилленĕ. Эпир Александр пиччепе атте халалне чыслăн пурнăçларăмăр.  Паян ялти шкулсенче пулса куртăмăр. Маттур, анлă тавракурăмлă çамрăк ăру çитĕнет. Паллах, кашниех харпăр хăй шăпине çарпа çыхăнтараймĕ, анчах паянхи каччăсемпе хĕрсем пурнăçра çухалса каймĕç, Çĕршыв пуласлăхĕ - вĕсен аллинче.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсем - хамăр районти Рункăри Алексей Федоров тата Йĕпреçрен килнĕ Михаил Еремин - Раççей Хĕçпăшаллă Вăйĕсен ретне тăма хатĕрленекен каччăсене çарти кăткăс техникăна çине тăрса алла илме, ашшĕсемпе аслашшĕсен ятне ялан çÿлте тытма пиллерĕç. А.Федоров танк командирĕ пулнă, паттăрлăхшăн икĕ Хĕрлĕ Çăлтăр, II степень Отечественнăй вăрçă орденĕсене тивĕçнĕ, Çĕнтерÿ кунне Берлинта кĕтсе илнĕ. М.Еремин блокадăри Ленинграда хÿтĕлекенсен ретĕнче пулнă.

Çамрăк ăру ячĕпе сăмах илсе, Малти Ишекри Андрей Самолетов тата Вăрнарти Дмитрий Табаков кадет Тăван Çĕршывăн хÿтĕлевçисен ретне тăма ĕмĕтленни çинчен пĕлтерчĕç.

Пуху пынă вăхăтра акă космос çарĕсен пĕр чаçĕнче службăра тăракан Йĕпреç районĕн каччипе Роман Алексеевпа амăшĕ телефонпа калаçнине çамрăксем кăсăкланса итлерĕç. «Манăн пурте йĕркеллĕ», - пĕлтерчĕ йĕкĕт. Взвод командирĕ те Рома ĕçчен те пултаруллă салтак пулнине çирĕплетрĕ.

Халĕ Раççей Хĕçпăшаллă Вăйĕсене хĕрсене те йышăнаççĕ. Çар аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пирĕн ентешсем те пур. Тĕл пулăва килнĕ Ксения Ильина, акă, Раççей Федераллă хăрушсăрлăх службин Мускаври пограничниксен институчĕн 5-мĕш курсĕнче вĕренет. Вăл вуланă сăвва зал тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ. Кĕçех Ксения  çĕршыв чиккисене сыхлакансен ретне тăрĕ. Кăçал вĕренсе тухакан хĕрсем пулас пограничника ыйтусем чылай пачĕç.

Вăрнар тата Йĕпреç районĕсен пуçлăхĕсем Анатолий Кузьмин тата Анатолий Петров та офицерсен пухăвĕнче сăмах илчĕç, Раççейĕн яланах Тăван Çĕршывăн мухтавлă ывăлĕсем пулччăр, çамрăксен чăн-чăн паттăрсене лайăх пĕлмелле, вĕсенчен тĕслĕх илсе çитĕнмелле, терĕç. Чăвашсен паллă ăсчахĕ Геннадий Никандрович Волков Тăван Çĕршывăн мухтавлă историне ялан асра тытма  чĕнсе каларĕ. Çар çыннисем хушшинче поэтсем те пур.  Юхма Мишши писатель Борис Штанько Алексей Талвир ячĕллĕ премие тивĕçни çинчен пĕлтерчĕ.

Тĕл пулу каçĕнче награда илекенсем йышлăн пулчĕç. Чылайăшĕ «Тăван Çĕршыв ывăлĕсем» организацин Хисеп грамотине, Андриян Николаев космонавт, Иван Кожедуб ячĕллĕ медальсене, çарсене Афганистанран илсе тухнăранпа 20 çул çитнĕ тĕле кăларнă юбилей медальне, Г.Н.Волков академик ячĕллĕ премие тата медале тивĕçрĕ.

Вăрнарти 1-мĕш тата 2-мĕш, Калининăри вăтам шкулсенчи кадет класĕсем хушшинчи конкурс интереслĕ иртрĕ. Пĕрремĕш вырăна калининăсем тухрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Вăрнарти 2-мĕш тата 1-мĕш вăтам шкулсенчи кадетсем. Çавăн пекех Мăн Явăшри вăтам шкулти çамрăк космонавтсен «Сириус» отряд тата Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул çумĕнчи «Патриот» çарпа патриот клуб членĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.

Офицерсен пухăвĕ концертпа вĕçленчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
08 апреля 2009
00:00
Поделиться
;