Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çынна хаклани кирлĕ

Никитинсен амăшĕ, Наçтуç аппа, пирĕнтен уйрăлса кайни чылай пулать ĕнтĕ. Вăл сакăр вуннă урлă каçсан вилчĕ, нушине курса ирттернине аса илсен çавăн чухлĕ пурăнмалăх сывлăхпа вăй-хал çитернинчен халĕ те тĕлĕнетĕп. Упăшкине вăрçă тухсанах ялтан каякан малтанхи эртельпе фронта илсе каяççĕ, Наçтук аппа ултă ачипе тăрса юлать. Санькă, Нина, Куçкă, Маюк, Колька, чĕчĕ ачи Алеша. Çак ачасен ашшĕ, Йăван пичче, вăрçăн малтанхи çулĕнчех пуçне хурать. Кĕçех аслă ывăлне Санькăна вăрçа илсе каяççĕ. Çапла вара аслă хĕрĕпе иккĕшне мĕнпур пурнăç нушине хăйсем çине тÿсме тивет.

Санькă вăрçăра виçĕ хутчен аманать, яла 1946 çулта таврăнать.

Александр Иванович çак куна халĕ те лайăх ас тăвать, алăк урлă каçнă-каçманах выçăпа аптраса çитнĕ шăльнĕсемпе йăмăкĕсем  аран-аран ларнине епле маннă. Çĕнтерÿçĕ-салтакшăн канма вăхăт та пулман, пускилĕ Тарас Петрович патне каçса плугаре ĕçе илме ыйтать, Вăрнарти МТС-ра трактористсен курсне уçсан, ĕç хыççăн унта вĕренет.

Паян Александр Иванович Никитин ялти чи сумлă çын, унăн кăкăр тулли çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн тата хĕрĕх çул ытла механизаторта ĕçлесе тивĕçлĕ орденсемпе медальсем, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ. Арăмĕпе аккăшĕ виçĕ хĕрпе пĕр ывăл пăхса ÿстерсе ура çине тăратаççĕ, шел, ывăлĕн вăхăтсăр çĕре кĕмелле пулчĕ. Нина хĕрĕ Аçăмçырмине качча тухса çемьеллĕ пулчĕ, вăрçă вăхăтĕнче çамрăклах вăрман каснă çĕрте нушаланнисем ахалех иртмерĕç ĕнтĕ, пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Куçкă ывăлĕн те çакнашкал шăпах килсе тухрĕ, вăл та мĕн ачаранах Леспромхозра, Киров облаçĕнче  вăрман ĕçĕпе сахал мар нушта курнă. Куçкăн икĕ ывăлĕ офицер пулса çар служби хыççăн  пенси çине тухрĕç. Унăн Василий ывăлĕ хăйĕн экипажĕпе миçе çĕршыва вĕçмен пулĕ. Маюк хĕрĕ дояркăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Мĕн чухлĕ ĕне пăрулаттарман пулĕ вăл; Унăн кĕçĕн ывăлĕ Саша паян Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче механик пулса вăй хурать.

Колька та ĕмĕрĕпех «Самолет» колхозра трактористра вăй хучĕ. Унăн та пĕр ывăлĕ çар службинче  офицер пулса пенси çине тухрĕ. Наçтуç аккан кĕçĕн ывăлĕ хăй çемйипе Шупашкарта пурăнать, Мускаври электроэнергетика Шупашкарти филиалне пĕтернĕ хыççăн энергетика инженерĕ пулса ĕçлерĕ, пенсире пулсан та ĕçлеме пăрахман.

Никитинсен ăру йывăçне ыталас пулсан ытăм та çитмест, Тăван çĕршывшăн хунă вăйĕшĕн тав тăвас пулсан, сăмахĕ те çитес çук. Чăнах та ĕнтĕ вĕсем ĕçленĕ чух уй-хир те сухаланнă-акăннă, выльăх-чĕрлĕхĕ те колхозăн картисем туллиех пулса тупăш панă, халăх та хăйĕн хăрушлăхĕшĕн шутласа пуçне çĕмĕрмен. Александр Иванович Никитин - 2-мĕш ушкăнри вăрçă инваличĕ. 1996 çулта автомашина черетĕнче тăнă пулсан та машинăсăр тăрса юлчĕ, черет ăçта çухалнине ниепле те шыраса тупма май çук. Çавăнпа та пулĕ ĕнтĕ паян патшалăх пуласлăхĕшĕн иккĕленекен шухăш чакмасть, мĕншĕн тесен паян куна çитсе те эпир Тăван çĕршывăн усăллă ывăл-хĕрĕсене хаклама вĕренмен, пĕлместпĕр те.

 

 



"Çĕнтерÿ çуле"
08 апреля 2009
00:00
Поделиться
;